Территориальный отдел «Хорнойский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

       

Публикации » «Тытса тǎтǎр ĕмĕрех тǎванлǎх пире…»

27 февраля 2009 г.

«Тытса тǎтǎр ĕмĕрех тǎванлǎх пире…»

 

         Мĕн тери вăйлă та илемлĕ вăл-тăванлăх туйăмĕ! Ăна хаяр ςил те сивĕтеймест, вутлă ςумăр та ςĕнтереймест, тăшман сăмахĕ те витереймест.Тăванлăх туйăмĕ чунсене пĕрлештерет , чĕресене ςыхăнтарать, пĕр-пĕрне пĕлмен-курман ςынсене туслаштарать , шанчăкпа ĕмĕте ςунатлантарать , шухăша хĕмлентерет. Чăваш делегацийĕн йышĕнче Балти тинĕсĕн хумĕсемпе ςăвăнакан Эстонире  тĕпленнĕ чăвашсем патне хăнана кайма пуςтарăннă чух вĕсем маншăн ςывăхран та ςывăх пулса  тăрасса шутлама та пултарайман эпĕ. Пин –пин ςухрăмри ςĕрсем ςинче телейне шыракан чăвашсен кун-ςулĕпе пурăнса , кулленхи лару-тăру ςине вĕсен куςĕпе тинкерсе , мĕн пур пулăма вĕсен чĕрипе виςсе ăс-хакăлпа пуянлантăмăр, кăмăлпа аслăлантăмăр эпир, Чăваш Енĕн элчисем. Сăмахăм- «Нарспи» чăваш пĕрлĕхĕ  ςинчен. Кăςал вăл хăйĕн 5 ςулхи юбилейне паллă турĕ.

         Пĕрлĕхе пуςарса тата йĕркелесе тытса пыраканĕ Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче кун ςути курнă Лидия Григорьевна Григорьева. Лара-тăра пĕлмен канăςсăр чунлă чăваш хĕрарăмĕ , 1971 ςулта мăшăрĕпе Нарва хулине ςитсе тĕпленнĕскер, стройкăра та, злектростанцире те /ГРЭС/ , ача-пăча учрежденийĕнче те тăрăшнăскер, ывăлне Володьăна лингвистикăпа интереслентерсе 6 чĕлхе таран вĕрентме пултарнăскер , паян хăйĕн утарне тытса тăраканскер, ку тăрăхри мĕн пур чăваша ура ςине тăратса 2003 ςулта вĕсене пĕр ςĕре чăмăртанă. Вăл тăрăшнипе тата йыхравланипе тухрăмăр та эпир инςе ςул ςỹреве. Чикĕ  леш енне каясси –кỹрше каςасси  мар.Уйрăмах Эстони Республикине .ЧР Культура министерствипе тата Чăваш наци конгресĕпе туслашнă Лидия Григорьевна чăваш делегацийĕ уявра пултăр тесе пĕр кун та мар, пĕр эрне те мар,темиςе уйăх ςĕр ςывăрман. Нарва хулинчи влаς тытăмĕнчи мĕн пур тусне ура ςине тăратнă. Эпир килсе ςитессе ĕненмен вăл. Пирĕн алăра билетсем пуррине пĕлсен ςеς чĕри лăш пулнă  унăн. Ара , документ хатĕрлесе тинке тухатчĕ вĕт.

         Шенген зонине кĕнĕ Эстонии  ятарла анкетăпа ытти тĕрлĕ хутсемсĕр чикĕ алăкне никама та уςасшăн мар.Йĕркене пĕлни «Хыпар» хаςат вулаканне те ытлашши пулмĕ тесе кăштах та пулин информаципе тивĕςтерем. Чи пĕрремешĕ-кĕсьере 30 пин тенкĕрен сахал пулсан ςула ан та пуςтарăнăр.Лидия Григорьевна ςине тăрса Эстонири «Культура капиталĕ» фондпа Нарва хула управин грантне ςĕнсе илнĕ. Уявпа ςыханнă мĕн пур ыйтăва ςỹлерех асǎннă  организацисем татса пачĕс. Иккĕмĕшĕ –Евросоюза кĕрекен 24 ςĕршывран пĕрне /Австри , Бельги, Дани, Испани , Греци , Швеци,Итали, Португали, Франци, Германи, Финлянди тата ыттисем/ кайса курас тетĕрех  пулсан сирĕн 30 пин евроран кая мар страхланмалла . Хăнана чĕнекен йыхрав копийĕ мар, оригиналĕ пулмалла.Анкета валли ятарласа 4 -5 виςепе тĕслĕ сăнỹкерчĕк кирлĕ.Чи пĕлтерĕшли- ют ςĕршыва тухса ςỹремелли паспорт тума ан манăр. Эстонла кăштах та пулсан перкелешме вĕренсен вара сирĕншĕн нимле чăрмав та хăрушă мар.Йăлтах хатĕр-и? Апла тăк чăматансене пуςтарма пуςлăр… Кучченеς чикме те ан ỹркенĕр.

         …Чăваш чĕлхине пĕлни мĕн тери лайăх иккенне Эстони ςĕрĕ ςинче тата та аванрах ăнкарса илтĕм. Эстони чăвашĕсем тăван ςĕршывран аякра хăйсене валли лайăх хỹтлĕх шыраса тупнă.Пĕрлĕх йĕркеленĕ.Мĕн пытармалли ,чăваш чĕлхипе кĕпе-тумĕ вĕсене чапа кăларнă ςеς мар, мĕн пур ςула та уςса пырать.Ģĕр тĕрлĕ уявра , телекурав . хаςат-журнал. Интернет урлă вĕсем тăван культурăна аякра аталантараςςĕ , сараςςĕ, чăваш фольклорĕпе тата йăли-йĕркипе ытти халăха паллаштараςςĕ. «Нарспи» ята та ахальтен суйласа илмен.»Нарспи»-чăваш ылтăн-кĕмĕл ςỹпςин чи паха пуянлăхĕ , чи ςутă сăнарĕ.Эстонире пурăнакансенчен чылайăшĕ /официаллă  хутсенче 1 млн. та 350 пин ςын шутланать/ 2003 ςулччен «Нарспи» ята нихςан та илтмен пулнă.Халĕ Нарвăри чăвашсен «Нарспи» пĕрлĕхĕ янраса та кĕрлесе ςеς тăрать.

         10 ытла наци обществине-«Сябры» /белоруссем / , «Согдина» / узбексем , «Украина ентешлĕхĕ» /украинсем/ , «Навруз» /тутарсем/ , «Шведсен обществи» , «Гармони» /нимĕςсем  , «Русич» тата «Святогор» /вырăссем/  , «Нарвама» /кивĕ Нарва ςыннисем/- пĕрлештерсе тăракан Координаци канашĕн ертỹςи Наталья Петровна Белоцерковская ентешсене ырларĕ : «Хăть мĕнле халăхăн уйрăмлăхĕпе хăйне евĕрлĕхĕ те чи малтан уяв урлă курăнать . Чăвашсем уяв йĕркелес тесен каςсах каяςςĕ.Тĕлĕнмелле ĕςчен халăх! Харсăрлăх , кĕвĕлĕх, вăй-хал , сулăмлăх –ак мĕнпе тĕлĕнтереςςĕ вĕсем пире. Кĕске вăхăтра тĕнче шайĕнчи вун-вун уяв парнелерĕς  Эстонире пурăнакан 70 ытла чĕлхепе калаςакан халăха. Мĕнре-ха вĕсен вăйĕ? Асамат кĕперĕ евĕр илемлĕ кĕпе-тумтирĕнче-ши е хăйсен халăхĕпе мăнаςланма пĕлнинче-ши? Е пĕр-пĕрне ăнланса та  пулăшса ĕςленинче-ши? Вăл та , ку та пулĕ тетĕп. «Нарспие» эпир пĕрремĕш утăмранах хамăр ςемьене йышăнтăмăр.Тĕлĕнмелле туслă вĕсем. Пурте пĕр-пĕрне пулăшаςςĕ. Хăйсен культурине сарнипе ςеς ςырлахмаςςĕ , ытти халăха хисеплесе вĕсен йăли-йĕркипе интересленеςςĕ.Пулăшу ыйтсан турткалашса тăмасăр , хăйсен ĕςĕсене вăхăтлăха айккине сирсе ыттисене пулăшаςςĕ. Хăть мĕнле ĕςе тунă чух та яваплăх туяςςĕ.Уςă, ырă , калаςма юратаςςĕ, шỹтлеме пĕлеςςĕ , ςав вăхăтрах шутсăр сăпайлă . Апат- ςимĕς  хатĕрлесе хăналас тесен вара такамран та ирттереςςĕ. Хăйсен хакне пĕлеςςĕ.Координаци канашне ирттернĕ чух ыттисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕςлеме пултараςςĕ. Тĕнче шайĕнче иртекен фестивальсенче вара куракансем вĕсене ырă чĕришĕн , ςепĕслĕхĕшĕн , тивĕςлĕхшĕн . сапǎрлăхшăн . тараватлăхшăн кăмăллаςςĕ».

         Нарва хулинче хăналанна 4 кун 4 сехет пек вĕςсе иртрĕ. «Халăх ςуртĕнче» /кунта малтан эстон чĕлхине вĕрентекен шкул пулнă/ вырнаςнă чăвашсен « утравне» кăтартиччен Лидия Григорьевна пире 13 ĕмĕрте туса лартнă Нарва замокне –халĕ вăл музей – илсе кайрĕ. Нарова юхан шывĕ хĕрринче вырнаςнă рыцарсен замокĕ мăнаςлăхĕпе тыткăнлать.Хăй вăхăтĕнче ăна датчансем туса лартнă , каярах Ливон орденне сутса янă. Пĕр вăхăт кунта вырăссем хуςаланна. Кайран вăл шведсен аллине куςнă.Совет саманинче те замок чылай улшăннă , ςĕнĕлĕхсемпе пуянланнă. Паян музейăн кашни хутĕнчех тĕрлĕ курав вырнаςнă. Эпир тĕлĕнсе те савăнса рыцарьсен тумтирĕпе , пуςа тăхăнмалли шлемсемпе , хĕς-пăшалпа паллашрăмăр . Вĕсем мĕн ςинипе , ăςта ςывăрнипе , хăйсен кунне еплерех йĕркеленипе тата ытти тĕрле пулăмпа кăсăклантăмăр. Каς кỹлĕм чăн-чăн чăваш ςурчĕн ăш-чикки евĕр ăсталанă «Халăх ςуртĕнчи» илемлĕ пỹлĕмре хамăра тăван ялти куршĕсем патĕнче ĕςсе ςинĕнех туйрăмăр.Чǎваш республикин тава тивĕслĕ артисчĕ, ЧНК ςумĕнчи фонд ертÿси Валерий Лукиянов Чаваш Енри лару-тǎрупа . ЧНК тата Культура министерстви туса ирттерекен ĕς-хĕлпе паллаштарчĕ, Чǎваш Республикин культурǎн тава тивĕслĕ ĕςченĕ Зинаида Воронова халǎх ǎсти  «Чǎваш тĕрри тата кĕпе-тумтирĕ» курав йĕркелерĕ. Пĕтĕм чǎвашсен «Кĕмĕл сасǎ» конкурс-фестиваль гранприне тивĕςнĕ Михаил Федоров юрǎς чǎваш юррисемпе тата купǎс сассипе савǎнтарчĕ , эпĕ вара чǎваш ςыравςисен пĕрлĕхĕсем ςинчен пĕлтертĕм , сǎввǎмсемпе ςунатлантартǎм.Кил-хуςалǎхра ςитĕнтернĕ пахча ςимĕςпе, чǎваш хуплǎвĕпе , аш-какайпа , минога ятлǎ пулǎпа /чǎвашсенчен чылайǎшĕ ςак пулла консервлакан заводра тарǎшать/ йǎтǎнса ларакан пуян та туслǎ кĕрекере украинсем, белоруссем, узбексем, тутарсемпе вырǎссем те пулчĕς , хǎйсемпе паллаштарчĕс.Чĕлхесен уйрǎмлǎхĕ пире пĕр-пĕрне ǎнланма тата туслǎх юррисем, уйрǎмах чǎвашла , юрлама пĕрре те чǎрмантармарĕ.

         Лидия Григорьевна Нарва хулипе ςыхǎннǎ информаципе тивĕςтерчĕ.Кунта 65 пин ςын пурǎнать.Пурĕ 52 наци. Нарва-вырǎссен хули , 4 проценчĕ ςеς эстонсем.Эстонире 3 пин ытла чǎваш тĕпленнĕ пулсан , вĕсенчен 600-шĕ Нарвара.Чǎваш диаспори 58 ςынна пĕрлештерет. «Нарспи» фольклор ушкǎнĕ 18 ςынран тǎрать.Чи хастаррисем-ылтǎн алǎллǎ тĕрĕ ǎсти Римма Ефимова, «Нарспи» ушкǎн ертÿςи , чǎваш ташшисене лартакан тата хуплу маςтǎрĕ Галина Борисова, Нина Федорова, Зоя Иванова, Сергей Тяхин купǎсςǎ , унǎн мǎшǎрĕ ςĕвĕς тата ǎста кулинар  , тĕрĕ ǎсти вырǎс хĕрарǎмĕ Валентина Тяхина, тĕрĕ ǎсти Елизавета Калинина , чǎваш пÿлĕмне пǎхса тǎракан Лена Ашмарина. «Пирĕн хĕрарǎмсем чǎн-чǎн ама ςынсем ,- хǎпартланса калаςрĕ Лидия Григорьевна .-Хǎйсен вырǎс, эстон мǎшǎрĕсене пирĕн ĕςе хастар хутшǎнтараςςĕ . Эрнере икĕ хутчен пухǎнакан пÿлĕме эпир пÿрт ǎш-чикки  евĕр капǎрлатас терĕмĕр . Кунта пухнǎ мĕн пур япала –кравачĕ те, сĕтел ςитти те , ςǎпати те, пушǎчĕ те , кĕнчели те , саксем те , урайне сарнǎ пир саркǎч та, авалхи кĕпе-тумтир те ,савǎт-сапа та , шешлĕ аври те –пĕтĕмпех Чǎваш Енрен илсе килнĕскерсем. Эпир шкул ачисем валли ятарласа чĕлхепе , йǎла-йĕркепе , ташǎ-кĕвеĕпе , кĕпе-тумтирпе , апат-ςимĕс хатĕрлемелли авалхи рецептсемпе паллаштарса уςǎ уроксем ирттеретпĕр. «Тǎван тĕрĕсем» кружокпа «Тĕрлĕ интерессем» курс , репетицисем йĕркелетпĕр. Пирĕншен ςак пĕчĕк пулĕм тǎван кил пекех, кунта эпир чунпа канатпǎр, кашни япала тǎван халахǎн иксĕлми илемĕпе тулса тǎрать, Чǎваш Ене аса илтерет.Тǎван культура –пирĕн сǎн-сǎпат, истори.Мǎн-мǎн асаттесемпе асаннесем ǎна пире шанса парса хǎварнине пĕр самант та манмастпǎр.Тǎван халǎхǎн тымарĕсене асра тытса сума сусан  ςеς эпир вилĕмсĕр.Чǎваш юрри-ташшипе пĕрре ςеς мар Таллинра , Пыльвара, Раквере, Йыхвире , Тартура /Ганзей кунĕсем/, Силламяэре, Палмасере, Кохтла-Ярвере пултǎмǎр.Кашни ςулах Нарвǎра иртекен «Хула кунĕсем» уявра хамǎр пултарулǎха кǎтартатпǎр. Нарва хула управин депутачĕн, Ģамрǎксен центрĕн директорĕн ςумĕн Лариса Оленинǎн мǎшǎрĕ Пǎрачкавран. Кашни ςул отпускаЧǎваш Ене ςеς каяςςĕ вĕсем.Шупашкар хулин урамĕсемпе ςуран утса киленеςςĕ.

         …Ģумра ǎнланакан ςын пулни –ςур пурнǎς. Лидия Григорьевнǎна чǎвашлǎх ςĕклемне йǎтма пулǎшаканĕсем- мǎшǎрĕ Виктор тата ывǎлĕ Володя.Упǎшки вырǎс пулсан та чǎваш пĕрлĕхĕ йĕркелекен мĕн пур ĕςе хастар хутшǎнать, сǎн ÿкерчĕксем тǎвать, вĕсене Интернетри сайта вырнаςтарать.Ывǎлĕ вара отпуск илсе Швецирен пĕр эрнелĕхе Нарвǎна уяв ирттерме килсе ςитрĕ.Эстонире.тǎван чĕлхене пĕлмен ςынна влаς тытǎмне кĕртмеςςĕ, правительство органĕсенчен , шкултан , ача-пǎча учрежденийĕсенчен хǎвалаςςĕ, икĕ-виςĕ аслǎ пĕлÿллĕ пулсан та алла шǎпǎр тыттарса урам шǎлма кǎлараςςĕ. Урǎхла каласан , хура ĕς ςеς шанса параςςĕ./Эпĕ националист мар ,  анчах тǎван чĕлхене упраса хǎварас тесен ςакнашкал мерǎсем те кирлĕ пуль тепĕр чух! Эпир , чǎвашсем , ют халǎх чĕлхисене хамǎр тǎван чĕлхерен те ытларах юратни тарǎхтарать мана/.

         …Иккĕмĕш кунне наци-культура обществисен ертÿςисемпе пĕрле Таллин курма кайрǎмǎр.Ģула май чарǎнса Онтика шыв сиккипе , уςǎмлǎн курǎнакан ςĕр сийĕпе килентĕмĕр, Таллинн икĕ пайран тǎрать :кивви тата ςĕнни.Пĕрремĕш хут хǎйĕн летопиςĕсенче ςак хула пурри ςинчен 1154 ςулта араб географĕ Аль-Идруси ςырса кǎтартнǎ, ǎна тĕнче картти ςинче палǎртнǎ.Таллинн-Тухǎςпа Хĕвел-анǎςне ςыхǎнтаракан центр.Вǎл тÿпенелле кармашакан шĕвĕр тǎрǎллǎ чиркÿсемпе пуян.19 ĕмĕр вĕςĕчченех Таса Олаф чиркĕвĕ чи ςÿллĕ ςурт шутланнǎ. Таллинǎн вǎтам ĕмĕрĕсенчен сыхланса юлайнǎ керменĕсемпе лавккисене , Ратуша тǎкǎрлǎкĕнче вырнаςнǎ чи кивĕ аптекǎна упрас тĕлĕшпе влаς тытǎмĕ самаях тǎрǎшать. Вĕсем-тупǎш паракан вырǎнсем . Туристсем Таллина кǎмǎллаςςĕ.Эпир те ǎна юратрǎмǎр . Таса та илемлĕ хула.Кунта концертсем ирттермелли ятарлǎ сцена пур. Кашни 5 ςул иртекен Юрǎςсен уявĕнче пĕр харǎс 25 пин ςын пĕр саслǎн киленет. Хора 100 пине яхǎн ςын итлесе савǎнать. Таллинра Лидия Григорьевна культура прогамми ςеς мар, ĕςлĕ тĕл пулу та йĕркелерĕ. Вǎл пире 34 наци культура обществине пĕрлештерекен «Лира» ςурта илсе кайрĕ. Кунта пĕчĕк халǎхсен пĕрлĕхĕн председателĕ Л.Г. Кылварт тата сахал йышлǎ национальноςсен общество ертÿςи , философи наукисен докторĕ Рафик Григорьян кĕтсе илчĕς. Вырǎнти ςивĕч ыйтусем пире те хумхантарчĕς .Хǎйсен фольклорĕпе паллаштарса юрласа-ташласа ςÿрекен ушкǎнсем ςеς  пуласшǎн мар «вак» халǎхсем. Политикǎра та , экономикǎра та хǎйсен тивĕςлĕ вырǎнне йышǎнасшǎн. Культура керменĕнче вырнаςнǎ Эстонири  вырǎссен ςут ĕς тата ςук ςынсене пулǎшакан обществǎсен пĕрлĕхĕн ертÿςипе Людмила Матросова –Зыбинǎпа тĕл пултǎмǎр.

           «Нарспин» ςуралнǎ кунĕ «Ругодив» культура керменĕнче иртрĕ.Вĕсене саламлама Таллинн хулинче 20 ςул каялла чǎвашсем йĕркеленĕ «Палан» фольклор ушкǎнĕ килсе ςитрĕ.Ертÿςи –Елчĕк ен хĕрĕ Ираида Захарова. Ǎсталǎхне кǎтартса саркаланчĕς.  ςеς  чǎвашсем сцена ςинче.Куςа тыткǎнлакан кĕпе-тумтир тǎхǎннǎ хĕрарǎмсем ташларĕς , ĕлĕкхи чǎваш юррисене шǎрантарчĕς. Уявра юратуллǎ та ǎшǎ салам сǎмахĕсем чĕресенчен хĕвел шевлисем пек ςуталса тухрĕς. Хамǎн та Эстоние кайса пурǎнас килсе кайрĕ. Лариса Оленина депутат «Нарспи» чǎваш пĕрлĕхне малашне те вǎй ςитнĕ таран  пулǎшма сǎмах пачĕ. Раςςейĕн Эстонири консулĕ, чǎвашсен ĕςченлĕхĕпе тараватлǎхне ырларĕ, Ида Вирумаа уесĕн наци обществисен общество палатин председателĕ Александр Дусман чǎвашсемпе малашне те тачǎ ςыхǎнса тата килĕштерсе пурǎнма шантарчĕ, ςÿлерех палǎртнǎ тĕрлĕ наци обществисен ертÿςисем асǎнмалǎх-савǎнмалǎх парнесем пачĕς, хǎйсен пултарулǎхĕпе паллаштарчĕς. Асамат кĕперĕ пек ялтǎрарĕς сцена ςинче тĕрлĕ халǎх кĕпе- тумтирне тǎхǎннǎ  «артистсем» , хĕрлĕ, сарǎ, кǎвак ,

          шурǎ , кĕрен чечексемлĕ ςурхи улǎха лекнĕнех туйрǎмǎр эпир хамǎра. Мĕн тери вышкайсǎр илем! Килĕштерсе пурǎннине ним те ςитмест ςав!

        «Шǎнкǎр-шǎнкǎр шыв юхать» юрра уява пухǎннǎ мĕн пур халǎх ура ςине тǎрса юрларĕ. Каярах вара кĕрекере апат-ςимĕςпе авǎнакан сĕтел

         хушшинче /пĕтĕмпех хǎйсем хатĕрленĕ / ларакан хǎнасене вирьял анатри , вǎтам , хальхи чǎваш кĕпе- тумтирĕн куравне йĕркелесе савǎнтарчĕ Зинаида Воронова. Кашни тум , эреш ςинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Михаил Федоров юрǎςǎн купǎсĕ пĕр чарǎнми вылярĕ , эстон , вырǎс , узбек , белорус хĕрарǎмĕсем пирĕнпе саккǎрла ςаптарчĕς.Зал варрине пурте пĕрле тухса вǎйǎ карти йĕркелесе чǎваш юррине кǎмǎл туличчен шǎрантарчĕς Эстони чǎвашĕсем.Пин- пин ςухрǎмран аякра тǎван чĕлхен пылакне , вǎйне, мǎнаςлǎхне тепĕр хут туйса илтĕм эпĕ.Ĕлĕкхи юрǎри сǎмахсене итлесе чǎваш халǎхĕн тарǎн ǎсĕнчен тепĕр хут тĕлĕнтĕм. Иксĕлми ςак пурлǎха ачамǎсене парса хǎварасчĕ, ĕмĕрсен кукǎрĕнче ςухатас марччĕ.

         …Инςе ςула , Чǎваш  Ене , ǎсатнǎ чух чикĕ урлǎ каςас умĕн пĕр сехет 

ытла чарǎнми юрласа-ташласа савǎнтарчĕς стони чǎвашĕсем. Раςςее кайма хатĕрленнĕ ςул ςÿревςĕсем пирĕн ςине  кĕрлесе-шавласа тǎракан ушкǎн ςине ,ςаврǎна-ςаврǎна пǎхрĕς , хǎшĕ-пĕри чарǎнса тǎрса чǎваш кĕвви- ςеммине итлерĕ , ташшине сǎнарĕ.Шупашкара ςитсен Лидия Григорьевна Эстонирен шǎнкǎравласа «Нарспи» ςуралнǎ кунĕ пурин кǎмǎлне те кайнине , Эстони телекуравĕ уяв каςне Европǎна кǎтартнине пĕлтерчĕ.

         …Ģула май Мускавра эпир Ваганьково масарне кĕрсе хамǎрǎн вилĕмсĕр ςул пуςǎмара Иван Яковлевич Яковлева пуς тайрǎмǎр , пил ыйтрǎмǎр. Ун вил тǎпри умĕнче чǎваш халǎх пуласлǎхĕшĕн , унǎн ытармалла мар чĕлхишĕн впй-хал ςитнĕ таран тǎрǎшма сǎмах патǎмǎр. Пирĕнтен ыттисем те тĕслĕх илессе пĕрре те иккĕленместĕп.

 

                                                                       Альбина Юрату.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика