07 марта 2013 г.
Эпě çамрăк çын мар ěнтě, 80 урлă каçнă. Темěн тěрлě чир-чěр те часах çыпăçать пирěн çума. Пур чухне Муркаша район больницине кайма çук. Çавăнпа та Кашмашра фельдшерпа акушер пункчě пурри питех те лайăх пирěншěн.
Кунта кăмăлěпе пуян, ырă чун-чěреллě çын Татьяна Скворцова ěçлет. Унăн пулăшуçи – Галина Григорьева.
Çамрăк пулсан та Таня пуринпе те пěр чěлхе тупма пěлет. Чирлисемпе анчах мар, килěнче те мăшăрěпе, хунямăшěпе, ачисемпе килěштерсе шăкăл-шăкăл пурăнаççě. Тухтăр укол таврашě çырса парсан кану е праçник кунě пулнине пăхмасăр килне те кайса çỹремен мар. Кану кунěнче чăрмантарса ан çỹрěр тенине нихçан та илтмен.
Пěррехинче каçхи 10 сехет хыççăн сулахай енчи урапа алă тěнсе ларчěç. Кайрантарах йěппе тирнě пек нăйлама пуçларěç. Ним тума та çук, Таня тухтăр патнех шăнкăравлама тиврě. Вăхăчě каçхине пулин те, вăл мана мěн тумаллине, мěнле эмелсемпе сипленмеллине тěплěн ăнлантарса пачě. Тепěр темиçе сехетрен хама чиперех туйма пуçларăм.
Тепрехинче сулахай енчи пит çăмарти енне куçран кăшт аяларах шатра тухрě. Пысăклансах пырать. Муркаш больницине тухтăр патне 2-3 хутчен те кайрăм. Шикленме кирлě мар, хăрушши нимěн те çук тесе лăплантарчěç, нимěнле эмел те çырса памарěç.
Çапла çулталăк ытла пурăнтăм. Юнашар татах тепěр шатра тухрě. Манăн кукамайăн та пичě çинче шатра тухнăччě. Пысăклансах пычě. Ун чухне çынсем больницăна çỹремен вěт. Кайран питě хытă ыратнипе асапланса вилчě. Çынсем унăн рак пулнă терěç ун чухне.
Çавсене шухăшласа çěрě-çěрěпе куç хупман каçсем те нумай пулчěç. Таня патне кайса калаçса пăхас-ха терěм. Урăх никамра та шанчăк курмарăм. Календула маçěпе сěрсе пăхма сěнчě вăл. 2-3 уйăх сěрсе пурăннă хыççăн чиперех иртсе кайрě. Иккěмěш çул ěнтě канлě пурăнатăп.
Икě çул каялла питě вăйлă пăрлă çумăр çурě. Эпě хуçалăх садне виктори çырли татма кайнăччě. Уй варринчех çỹхе çи-пуçпа пěр хỹтлěхсěр лартăм. Ура çинче тăма та май çукчě.
Çумăр чарăнсан çырла витрисене уй варринчех пăрахса хăварса асфальт çул çине аран утса тухрăм. Мана хěрхенсе пěр автомашина чарăнчě. Эпě хăш ялта пурăннине ыйтса пěлчěç. Кашмаша киле çитиех леçсе хăварчěç. Эпě нимěн те курми, илтми пулса лартăм. Автомашини мěн тěслине те, çыннисем мěнлереххине те астумастăп. Кабинăра арçынпа хěрарăм пулнине тěлěкри пек кăна астăватăп. Чăннипех те Турă пачě пулě мана вěсене.
Хама вилěмрен çăлнă çынсене темшěн-çке тỹрех хаçат урлă шырамарăм. Паян кунчченех çавăншăн хама айăплă туятăп. Тен манăн çак сăмахсене вуланă хыççăн тупăнěç вěсем? Шăнкăравласа пěлтерěр. Манăн телефон: 68-3-76 (Вера Никитина).
Киле çитсен хам ним тума аптăранă енне тỹрех Таня патне шăнкăравларăм. Вăл 5 минутранах çитрě. Ывăлне çул çинче тěл пулнă имěш, автомашинăпа çитрě.
Манăн юн пусăмě питě пысăкчě. Вăл мана хăвăртрах пулăшу пачě. Хывăнса тăханма та пулăшрě. Эпě, паллах, хăлхасăр, куçсăр, тăнсăр çын пек лартăм. Эмелсем, япаласем ăçта пулнине те каласа ăнлантарма пултараймарăм. Пěтěмпех хăйех шыраса тупрě, чей те вěретсе ěçтерчě, утиялпа витсе вырттарса хăварчě. Кайран пěлтěм: ывăлěпе кайса çырла витрисене те уйран илсе килнě иккен, çенěке лартса хăварнă.
Таня, çакăнта çырнă сăмахсене эпě сана тахçанах калас тенěччě. Ниепле те тапратса калаймарăм. Çавăнпа та хаçат урлă та пулин хам шухăшсене пěлтерес терěм. Тавах сана ырă кăмăлушăн, пирěн пеккисемшěн чунна пама хатěр пулнишěн. Çирěп сывлахлă, вăрăм ěмěрлě, телейлě пул. Эпě анчах мар, ватă çынсем пурте сана ырăпа асăнаççě. Вěсен ячěпе те сана пысăк тав!
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"