14 февраля 2013 г.
«Свобода» хуçалăх ěçченěсем çулталăк тапхăрне пăхмасăрах ěçсěр лармаççě. Акă паян та кунта Николай Архипов ертсе пыракан строительсен бригади вăрман касас ěçре вăй хурать.
-Йывăç материал та, вутă-шанкă та хуçалăха тăтăшах кирлě. Кооператив-завод правленийě те хăйěн ěçне çакна шута хурса йěркелесе пырать. Çак хěл кунěсем валли вăл Ильинка лестничестви урлă 2 пин кубла метр йывăç касмалăх килěшỹ турě. Кěрхи ěçсем вěçленнě май кỹлěнтěмěр вăрман касма,- каласа парать йывăç касакан бригадир.
Хěл кунěсенче вăрман касма вунă çынран кая тухни пулман. Эпě çитнě чух Иван Поликарпов, Виталий Федоров, Эдуард Поликарпов, Вячеслав Барабанов каснă йывăçсене тирпейлессипе тăрăшатчěç. Герман Алжиров тракторист вара каснă йывăçсене турттарсах тăрать. Н.Архиповпа пěрле вăрман каснă çěрте А.Федоров, А.Любимов, В.Артемьев, П.Толстов, И.Майков, В.Замятин ěçлеççě.
-Ума лартнă тěллеве юр шывланса каиччен пунăçлатпăрах тесе ěçлетпěр. Вăрман каснипе пěрлех хамăр хыççăн тирпейлессине те кая хăвармастпăр.- терěç хăрăк туратсене пуçтарса çунтаракан арçынсем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"