31 января 2013 г.
Çатракасси ял тăрăхě вырăнти ыйтусене туллин татса парас ěçре ял тăрăхěн депутачěсемпе ěçлессине малти вырăнта тытать. Вырăнти бюджет, обществăлла тытăмри тата çемьесенчи лару-тăру, эрех-сăрана хирěç кěрешес йěрке ыйтăвěсемпе пěрлех тăван тавралăх илемне аталантарасси, пěвесене тасатасси тата йывăçсем лартасси те ял тăрăхěнче депутатсен пуçарăвěпе тата тăрăшулăхěпе çулсерен вăй илсе пырать. «Пур ěçе те укçа-тенкěпе çеç татса парасси çăмăл ěç мар. Çавăнпа та депутатсен пуçарулăхě те ял тăрăхěн пурнăçěнче малти вырăнта тăрать. Çакна эпир ырлатпăр çеç»,- тет ял тăрăхěн пуçлăхěн ěçěсене туса пыракан Г.Трофимов.
_Ял пурнăçне илемлетесси, тăван тавралăха тирпейлесе упрасси – пирěн умри ěç,- терěç депутатсем кашни ялтах çынсене хумхантаракан ěçсем пěрешкел пулнине палăртса.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"