17 ноября 2012 г.
Илемлě вырăнта вырнаçнă Ятман ялě. Кирек хăш çул та ку тăрăх пан улмипе улма-çырла, пахча çимěс ăнса пулнипе палăрать. Çак ěçре çěнěлěхсене Алла илекенсен ỹсěмěсем вара самай курăмлă. Вырăнти уйрăмлăхсене кура пирěн енри çынсем улма-çырла йывăççисемпе пахча çимěç лартса ỹстерессипе тăрашса ěçлеççě. Пахчара теплицăсем йěркелессине те иккěмěш вырăна хăвармаççě.Çавăнпа та кěр çитсен (паян шăпах çак вăхăт) ěçрен хăраман кашни килтех пахча çимěç йăтăнни – хăйне евěр илем кăшăлě. Çакнашкал ỹкечěке пăхсан çеç килти хушма хуçалăх çыншăн мěнле пěлтерěшли куç умнее туллин тухать…
Йăвăрлăхсене пăхмасăрах ял пурăнать-ха, çěнě тěллевсене пурнăçа кěртет. Çамрăксем çěнě çемьесем йěркелесе ачасем çуратаççě. Аякран килсе туса парасса кěтмесěрех вěсем хăйсен вăйěпе пурăнмалли кил-çурт çавăраççě. Ыранхи куна шанчăклăн пăхаççě. Ырă тěллевсемпе мал туртăмлă улшăну, тěпрен илсен, йăлтах хăйсенчен килнине Çатракасси ял тăрăхěнчи Ятман ялěнче пурăнакан Анатолий Ивановăн çемйи те хăйсен пурнăç тěслěхěнчен ăнланать. Ăнланать те пус çумне пус хушассипе çанă тавăрса ěçлет.
Анатолий Ксенофонтовичпа мăшăрě Антонина Аркадьевна 4 ывăл çуратса ỹстернě, пурнăç çулě çине кăларнă. Паян вěсен кашнийěнех хăйěн çемйи. Пěлтěрхи çурла уйăхěнче кěçěн ывăлě Костя та çемье çавăрчě. Çăмăл-и-ха ялта пурăнакан çамрăксене пурнăçри йывăрлăхсене çěнсе пыма? Çак ыйту çине ял хуçалăхěнче нумай çул ертỹçěре вăй хунă çемье пуçě тỹрех хурав памарě. Пуçне çеç силлесе илчě. «Ывăллăмсене эпир мăшăрăмпа иксěмěр мěн пěчěкренех ěçлемесěр пурлăх пулмасть тесе вěрентнě. Паян та çавна аса илтерсе тăратпăр»,- терě шăвăç тимěрпе кил хушшинче выльăхсене кăларма карта çавăрассипе тимлекен Костя ывăлне пулăшакан ашшě.
-Пирěн несěлсен историйěнченех килти хушма хуçалăх курăмлă вырăн йышăннă. Вăл чи йывăр самантсенче çемье тěкки пулса тăнă. Çавăнпа та ялти çамрăксем ачаранах килти хушма хуçалăха тěреклетессипе тимленинчен тěлěнмелли çук. Урăхла пулма та пултараймасть,- сăмах хушрě шуруповертпа ěçлекен Костя. Вěсем тăрăшуллă ěçленине кура вăхăт нумай та иртмě - кил хушшинче выльăхсем тăмалли карта ỹссе те ларě.
Асăннă килти хушма хуçалăхра эпě уйăха яхăн каялла пулнăччě. Çавăнпа та арçынсем карта тытнă хушăра Антонина Аркадьевнăпа Люба кинě пахчари теплицăран тутлă пăрăçсен юлашки партине пуçтарса кěртрěç.
- Алă усса ларнипе малалла аталанма çук. Малашлăха пăхса эпир хамăр тăрăшулăхпа ялти 3 пахчара, икě 60-шар сотка çěр лаптăкěпе 3 гектар çěр пайě çинче ěçлетпěр.Пěрлехи тăрăшулăхпа ěне те тытатпăр, 5 вăкăр самăртатпăр, 2 пуç тынашка ỹстеретпěр, чăх=чěп ěрчететпěр. Çиччě виçсе ěçленипе кашни ěçренех тупă илесси – пирěн тěп тěллев,- терě тутлă пăрăç витрине йăтса илнě май кил хуçи хěрарăмě.
Ывăлě ашшěне хывнă пулсан, кинě хуньямăшне пăхать, тет чăваш халăх сăмахлăхě. Ивановсен çемйинче çак килěшỹ пурри мана савăнтарчě. Ăсатса янă май Антонина Аркадьевнăпа Любовь Игоревна мана брынзăпа хăналарěç тата ăна хатěрлемелли килти рецептпа паллаштарчěç.
Анчахрах сунă 5-6 литр сěте вěретмелле. Вěреме кěрсен унта рассол ямалла. Рассол хатěрлемелли сěнỹ: 0,5 - 0,7 литр тапăрчă шывě çине 3 апат кашăкě тăвар хушса ирěлтермелле те пěр апат кашăкě 70 процентлă уксус эссенцийě хушмалла. Рассола ярса пăтратнă хушăрах вěрекен сěт тăпăрчăланать. Çакăн хыççăн газ плитине сỹнтермелле те хатěр тăпарчăна сăрăхтармалла. Пусăрăнчак айěнче шыв сăрхăнма пăрахиччен 10 сехете майлă тытмалла. Брынзăна каçпа тусан ирпе çимелле пулать. Холодильникра упрамалла. Брынза – вар-хырăмшăн питě усăллă апат-çимěç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"