Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур,Ятмансем!

15 февраля 2012 г.

    Ятман ял клубěн ертỹçинче Роза Алексеевна Иванова 2005 çулта ěçлеме пуçларě. Клубě кивě, йывăçран. Халăхěн хастарлăхě сахал. Апла пулин те пултаруллă хěрарăм хăй тавра ялти хастарсене пухса клуба чěрěлěх кěртме пултарчě. Халě Ятман клубěнче ěç вěресе тăрать кăна. Кунта шкул ачисем валли те, ялти яш-кěрěмшěн те , хисеплě ватăсем валли те тěрлě кружоксем ěçлеме пуçларěç. Çулсенех ял уявне ирттерессинче Роза Алексеевнăн тỹпи пысăк. Музыка енěпе специалист çукки те хăратмасть ăна. Шырать, тупать, калаçать – Ятман клубě çумěнче хор йěркелет. Мăшăрě, Вениамин Ксенофонтович, ăнланать, Саша ывăлě транспорт тěлěшпе пулăшу кỹрет. Кашни çулах лайăх концерт хатěрлесе çывăхри клубсене тухса халăха савăнтараççě, смотра хутшăнаççě.

     Нумай пулмасть Ятман клубě çумěнчи художество пултарулăх коллективě Очăкасси клубěнче пысăк концерт лартса пачě. Чылай вăхăт пушă ларнă клуба халăх нумай пухăнчě. Ятман çыннисен пултарулăхě савăнтарчě те вěсене. тěлěнтерчě те: епле илемлě юрă-ташă илсе килнě! Хор юррисем питě илемлě. В.Васильевпа В.Терентьев юрлани пурне те тыткăнларě. Денис Терентьев вара Лещенкоран та кая мар.Надя Тихонова юрри-ташши те пурне те савăнтарать. Людмилăпа Кронид Агаповсем юрлакан юрăсем пěр-пěрне килěштерсе, юратса пурăнма хавхалантараççě. Раиса Скворцова пенсионерка вуланă тарăн шухăшлă сăвăсем тата… Концерта Инна Сапожникова питě килěшỹллě ертсе пычě. Куракансем çав тери кăмăллă юлчěç.

   Çатракасси ял тăрăхěн депутачě Ю.Соловьев Очăкасси ял халăхě ячěпе Ятмансене тав турě, ăнăçусем сунчě.

     Роза Алексеевна пек çынсем пулсан культура пурăнать. Халăх çакна шанать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика