06 февраля 2012 г.
Районта пурăнакансене эпě хамăн шухăшсене уççăн пěлтерес тетěп. Эпě 80 çул урлă каçса кайрăм ěнтě. Хамăн ěмěрте темěн те курма тиврě. Япăххине вара ытларах. Кăмака хутма вутă пулманнине те, магазинсен сентрисем пушă ларнине те, çěр кăмрăкě патне автомашина тытса кайсан каялла пушăлла таврăннине те курнă. Выльă-чěрлěх сутса тунă укçа-тенкěне илме хатěрě пулман майěпе перекет банкне хураттăмăр. Вěсем «çунса кайнине» те тỹссе ирттертěмěр. Пенси укçи вырăнне кирлě-кирлě мар япаласем те йышăнса ларса. Район центрне ěçе çỹрекенсем Апаш ялěнчен, Шетмěпуçěнчен çуран утни те пулнă. Служащи-интеллигенцин пахчисен çěр лаптăкěсене (çуррине ытла) каса-каса илетчěç.
Пурне асăнса та пěтерес çук. Анчах та юлашки 10-12 çулхи пек йěркеллě пурнăç чăннипех те курман. Юлашки çулсенче пурăннă пек виличчен тепěр кăштах пурăнса курасчě.
Çакăнта асăннине ăнланса вулакансене РФ Президенчěн çитес суйлавěнче тěрěс пěтěмлетỹ тума ыйтас килет. Мартăн 4-мěшěнче чăннипех те тивěçлě кандитатшăн сасăлар. Малашне мěнле пурнăç пуласси хамăртанах килет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"