11 января 2012 г.
Раштав уйăхěн вěçěнче район администрацийěн ял хуçалăх пайě обществăлла выльăх-чěрлěх патěнче ěçлекенсен черетлě пěрлехи кунне ирттерчě. Район администрацийěн ял хуçалăх пайěн тěп эксперт специалисчěпе Т.Алексеевăпа çав кун ăратлă выльăх ěрчетессипе специализациленекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооператив-заводра пулса куртăмăр.
Уяр çанталăк-и е пěлěтлě кун, уяв кунě-и е паллă юбилей – ěçлекенěн ěçе тухмаллах. Выльăх-чěрлěх пăхаканăн çак вăхăтра пурнăçлама пултарайман ěç пирки калаçма та ирěк çук. Ăратлă выльăх ěрчетекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооператив-заводра каланине ěçпе çирěплетесси – кун йěркинчи çирěп йăла. Вуншар çул пырать вăл, çěр-шыври политикăпа экономикăн нихăш хумě айне те пулман. Мěнре-ха сăлтавě? Çак ыйту çине хурав тупма хуçалăх ертỹçипе В.Ананьевпа, хуçалăхăн тěп зоотехникěпе Э.Замятинăпа «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри тата Çатракассинчи сěт фермисене çитрěмěр, В. Никитин ертсе пыракан сысна фермин ěçченěсемпе тěл пултăмăр. Фермăсенчи тасалăх, ěçпе кану пỹлěмěсенчи тирпейлěх, выльăхсен апатне упрас, ăна выльăхсене парас çěрти перекетлěх куç умěнчен каймарě. Тирпейлě хуçан вара ěçě-пуçě ăнни пирки эпир каланă сăмах мар.
- Выльăх-чěрлěх валли çăва тухиччен апат-çимěç çителěклě, çавна кура производство та, сěт сăвăмě те тивěçлě шайра пырать тесе шутлатпăр. Тухăçлă ěçшěн патшалăх пулăшăвě пурри ыранхи кунпа пурăнма хавхалантарать. Çакна ферма ěçченěсем те ăнланни çěнě тěллевсем çуратать. Хěле лайăх хатěрленнипе урамри сивě те ěç пỹлěмěсенчи ăшăпа ылмашăнать. Çакă ěçлеме тивěçлě условисем пурри пирки калать, терě пирěн тěллевсемпе паллашсан хуçалăх ертỹçи В.Ананьев.
Хуçалăх ертỹçин сăмахне Кашмашри тата Çатракассинчи сěт фермисене тата Кашмашри сысна фермине çитсен унта ěçлекенсем те çирěплетсе пачěç. Сарайсене хěле тěплě хатěрленě пулин те юсавçăсен бригади вак-тěвексене çийěнчех пěтерсе пырассине кулленхи ěç тесе пурнăçласа пырать. Хуçалăхри ырă йăлапа ферма çывăхне кěркуннех çителěклě утă-улăм турттарса хунă. Тислěк вăхăтра тухать. «Ĕçлеме кăмăл пысăк», - терěç пире ферма ěçченěсем Çěнě çул саламěсене йышăннă май.
-Хуçалăх председателě выльăх-чěрлěх отраслě çине тимлě пăхни пире те хамăр ěçе тěплěн тума хистет. Ĕç укçине вăхăтра илетпěр. Кунпа пěрлех ěçлемелли çи-пуçпа тивěçтересси те вăхăтлă пулса пырать. Хуçалăх ертỹçи, зооветспециалистсем ěçлекенсемпе пěр чěлхе тупни кадрсен ыйтăвне те кун йěркине кăлармасть. Ку вара – ыранхи куна шанса вăй хумалли тěкě,- терě ирхи сăвăма вěçленě Елена Кириллова доярка.
Сěт отраслěнче хуçалăх икě уйăх ытла ěнтě ěнесене паха утăсăр, микро- тата микроэлементсемсěр пуçне Чулхула облаçěнчи куçса çỹрекен «Империал-НН» чикěллě яваплăхлă общество хăйěн хушма препарачěсемпе вырăнта хатěрлекен комбикормпа тивěçтерсе пырать. Çапла вара паян хуçалăхри ěнесем пěлтěрхи çак вăхăтринчен вăтамран 3-шер килограмм ытларах продукци параççě (12,8 килограмм). Сěтри çу хисепне 4,1-пе танлаштарни, белок шайне 3,2-не çитерни, сарайсенче çěнě оборудованисемпе ěçлени продукцие пысăк хакпа сутасси патне илсе çитерчě.
-Çěнěлěхсене ялан алла илсе ěçлесе пырсан аталану çулěнчен юлмасăр пурăнма пулнине кашниех куратпăр. Малашне те çапла пултăр тесе куллен ěçе хавхаланса тухатпăр, - терě хуçалăхăн тěп зоотехникě Э.Замятина.
Сарайсенчи тирпейлěх майěпен кашни фермăрах фыльăх-чěрлěх патěнче ěçлекенсен кану пỹлěмěсене куçни те – ырă курăну. Кунта та кашни утăмрах тирпейлěх хуçаланать. Кану пỹлěмěсенче телевизорсем, микрохумлă кăмакасем ěçлеççě. Пỹлěмсенчи ăшă, ěç тумтирě улăштармалли шкафсемпе Ларса канмалли пукансем, таса сěтел – кунти тирпейлěх малти вырăнта пирки калаççě.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"