17 декабря 2011 г.
Ятман ялěнчи Татьяна Викторовна Малова çинчен илтмен çын сахал пулě. Вăл питě пуçаруллă, пултаруллă хěрарăм, тěрлě чер чун тусě.
Унăн хушма хуçалăхěнче çирěме яхăн тěрлě ăратлă, чуна киленěç кỹрекен чěр чун хỹтлěх тупнă – пěринчен пěри тěлěнтермěшрех! Çуллахи вăхăтра, пурте йыш хушнă тапхăрта, хуçалăхри чěр чун йышне шутласа кăларма та йывăр. Çапах та çакăн пек туртăм хăçан пуçланчě-ха тесе кăсăклантăм эпě.
-Эпир малтан Шупашкар хулинче пурăннă. Эпě вара икě ěç вырăнěнче ěçлеме ěлкěреттěм, кашни çыннăн вăхăтпа туллин усă курма пěлмелле вěт. Шухăшăм пурпěрех ялти хуçалăх, картишěнчи тěрлě чěр чун пиркиччě. Çапла вара шăпа пире илемлě вырăнлă яла илсе çитерчě. Малтанах çурт туянтăмăр, кроликсем, чăхсем илтěмěр. Эпир кашниех хуçалăхра ěне, сысна пуррине хăнăхнă-ха. Анчах та вěсем пачах та урăх енлě, -аса илчě Татьяна Викторовна малтанхи çулсенче.
Паллах, капла каласан хěрěх çулсенчи çын пирки шутлама пулать. Татьяна вара вăтăр çул тултарма ěлкěреймен çамрăк анне. Сăмах май палăртса хăварас килет. Кěркунне республикăра ăратлă выльăх-чěрлěх куравě иртрě. Унта хутшăнакансем тěрлě чěр чун илсе пыраççě-ха, анчах унăн хуçалăхěнче ěрчекен путенесем, цесаркăсем, мускус кăвакалěсем, декоративлă чăхсем, кроликсем тата ыттисем никамăн та ун чухлě çук пулě. Кашни тěрлин тата темиçе ăрат вěт. Курава хутшăнакансенчен Татьяна чи çамрăкки пулчě. Вăл пурне те пур енлě тěлěнтерчě. Чыслав саманчě çитсен вара сцена çине çичě хутчен улăхрě, ун чухлě тухакан никам та пулмарě. Çамрăк хěрарăм пăчкă, пуртă тытса читлěх тума та, хурçă утпа утă çулма та пултарать. Паллах, мăшăрě те пулăшать, анчах вăл ытларах чухне ěçре. Ача садне çỹрекен чун йăпатмăш тěпренчěкě вара – пурнăç тěллевě.
Районти халăха ěçпе тивěçтерекен центр пулăшнипе хушма хуçалăха аталантарма 58 800 тенкě уйăрса панă. Çак укçа-тенкě хуçалăхшăн пысăк тěрек пулнă. Унпа вăл ытларах тěрлě ăратлă, пысăк тупăш паракан кроликсем туяннă. Интернет пурри питě меллě. Çавăнпа усă курса çамрăк çемье Мускав облаçěнчи фермер хуçалăхěпе паллашнă, çěнě арат кỹрсе килнě. Ытти тăрăхри фермерсемпе те Татьяна тачă çыхăну тытать. Кроликсен ỹсěмне кура пěри 2-15 пин тенкě тăрать. Ỹссе çитнě кролик вара 5-13 килограмм чухлě какай парать. Ку тăрăхри кролика пăхас пулсан та çавăн чухлě апат, ěç вăхăчě кирлě. Тупăш илесси вара тěрлěрен. Çавăнпа та вăхăтпа туллин усă курас тесе пахалăхлă ăратпа ěçленине нимěн те çитмест пулě. Çавăн пекех çамрăк çемье хушма хуçалăха тěллевлěрех аталантарма çăмăллатнă кредит илнě.
-Манăн Перекет банкěн Муркаш уйрăмěн ертỹçине Герман Владимирович Никитина пысăк тав сăмахě калас килет. Вăл пулăшнипе хамăрăн ěçе татах та анлăлатма май килě тесе шутлатăп,- терě Татьяна пулăшушăн тав тунă май.
Çавăн пекех хуçалăха «ылтăн чăх», бентамка, фазан тата ыттисем илем кỹреççě, пěринчен тепри илемлěрех. Маловсен хуçалăхěпе ытти регионсем те кăсăкланаççě, тěрлě ăрат туянма килеççě. Татьяна аслă пěлỹ илет, виççěмеш курсра вěренет. Унсăр пуçне ветеринари тěлěшěнчи литературăпа кăсăкланать. Хуçалăхри чěр чунсене тěрлě чиртен прививка тăвать.
Çапах та çак ěçре эсир тупăш, чун киленěçě е урăх тěллев куратăр, кану вăхăчě вара сирěн миçе сехет тěлне лекет тесе кăсăклантăм.
- Манăн ěмěт – ял туризмне йěркелесси. Мини-зоопарк аякран курма килекенсене те хапăл тума пултартăр. Çапах та чи пěлтерěшли , кашни ача аякка каймасăрах тěрлě чěр чуна хăй куçěпе куртăр, хăй аллипе ачашласа пăхтăр. Çапла майпа вěсем ăшă чунлăрах, çепěç туйăмлăрах ỹсěç. Кану вăхăчě вара тěрлěрен лекет. Ĕçри хавхалану – вăл хăй кану, -тăсать калаçăвне маттур хěрарăм.
Татьяна ěмěтне вăя кěртес ěçре пăр тапраннă теме пулать, бизнес-план хатěр ěнтě. Строительство материалěсене кỹрсе килнě. Çитес вăхăтра пони тата ытти чěр чуна та илсе килмелле. Маловсен урамěпе асфальт çул иртет, çурт автобус чарăнăвě çывăхěнчех вырнаçнă. Пахча-сад пысăк, юнашарах вăрман, кỹлě. Пурте йěркеллě, илěртỹллě.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"