Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асанне, паян кукăль пěçер-ха»

01 декабря 2011 г.

 

    Кун çути час килменнипе ыйхă пуснине çěнтерсех Саша шкула васкавлăн пуçтарăнчě. Уроксене тунă, тетрадь-кěнекесене сумкăна чикнě арçын ача тăхăннă-тумланнă хыççăн асламăш çине тепěр самант чарăнса пăхрě. «Асанне , эпир шкултан таврăннă çěре çěр улми кукли пěçер-ха. Эпě ěнер аш авăртса хунăччě, аппа сухан шуратнă» ,- терě те Кашмашри пěтěмěшле пěлỹ паракан тěп шкулти 8-мěш класра вěренекен Саша сумкине хул пуççинчен уртса Павел пиччěшěпе Ирина аппăшě хыççăн урамалла ыткăнчě…

    Мăнукěсене кантăкран пăхса урама çитиех ăсатса ячě Нина Ивановна. Урам хапхи хупăнсан асанне чỹрече умне ларса шухăша путрě. Элěк районěнчи Мăн Шěвěшре çуралса ỹснěскерěн повар ěçěнче ирттернě 42 çул та 1уйăх та 10 кун пěр самантра куç умěпе вěçсе иртрě. «Шутламанччě кун чухлě апат пěçерессе», - ěç ěмěрне пěтěмлетрě Нина аппа.

    Фронтовик çемйинче çуралнă 3 хěр (Нина  - кěçěнни) ачаллах ěçпе туслашрě. Ĕç юратăвě вара Нина аппан – ěç ěмěрěпе пыракан паха ен. Çакна Кашмашра пуăнакансем 40 çул  хушшинче курса ăнланчěç ěнтě. Икě хěрпе ывăлне ура çине тăратнă çěрте  те амăшěн ěç юратăвě малти вырăнта пулчě. Пěр ěçрен те пăрăнман мăшăрě Михаил Кузьмич  та (пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă пулин те) Нина аппапа ачисен асěнче ěçе юратнипе çеç асра пурăнать.

    Хресчен çемйинче ỹснě  Нина Ивановна Варламова шкулта 8 класс пěтерсенех Муркашри 1-мěш номерлě  столовăя кухня ěçченě пулса ěçе вырнаçать. Ĕçлет те вěренет. Столовăйěнчи курссемпех повар специальноçне алла илет. Кунта апатланма çỹрекен Кашмаш каччипе паллашса тепрер çултан вěсем çемье çавăраççě. Çемье пурнăçě те Нина аппана столовăй ěçěнчен пăраймасть. Хăй ěçне пěрремěш  кунранпах чунěпе парăннă хěрарăм 1972 çулхи кăрлачра райпо тытăмěнчен районти тěп больницăна повар пулса ěçлеме куçать. Отпусксенче каннине шутламасан 40- мěш çул ěнтě вăл чирлисене тутлă апатпа сайлать.

     - Райпо столовăйěнче кашни кун ěçлемеллеччě. Анчах больницăра ěç укçи сахалрах пулнине пăхмасăрах графикпа ěçе тухмаллаччě те килěшрěм. Кану кунěсенче вара «Свобода» хуçалăхăн уй-хир ěçěнчен юлман, килти хушма хуçалăха юхăнтарман, - терě Нина аппа эпě пуррипе хавхаланса сěтел çи хатěрленě май.

     Нина Ивановна хăй ăста повар пулнипе пěрлех çак юратăва ачисене те панă. Паян унăн хěрěсем Маринăпа Людмила та, ывăлě Саша та, манукěсем те тутлă апат хатěрлессинчен катара тăмаççě.

     - Апат-çимěç пěçерес ěçри вăрттăлăхсене анне пире вěрентни паян пирěн ачасем çине куçса пырать. Асламăшěшěн те, кукамăшěшěн те кунран пахараххи пур-ши  вара, - терě аслă пěлỹ илнě Марина хěрě Нина Ивановнăна Амăшěн кунěпе саламласа. Нина аппан савăнăç куççулě пăчăртанса тухрě те унран «вăтанса» вăл Саша ывăлěпе  Марина  хěрне  (Люда Мускавра пурăнать те килейменччě-ха) аллисенчен çупăрласа илчě. Анатолий кěрěвěпе  Елена кинě  тата вěсен 6 ачи çак ăшă йăвара самантлăха пěр-пěрин çумне тěршěнчěç. Сăн ỹкерчěкри хěрарăмсене пурне те Нина аппан кěрěвěпе иксěмěр Амăшěн кунěпе саламларăмăр. Аннесем умěнче эпир çапла тума тивěç.

     Нина Ивановна Демьяновăн туслă çемйи пирки çырнă вăхăтра 5 ача çуратса пурнăç çулě çине кăларнă юратнă аннен – Зоя Павловна Беловăн – сăнарě самантлăха та куç умěнчен каймарě…

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика