Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем те, çитěннисем те çěр улми кăларнă çěрте.

22 октября 2011 г.

     «Чувашская топливная компания» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорě А.И.Федотов, район администрацийěн культура тата архив ěçěсен пайěн ертỹçи А.Е.Андреева пěрлехи информаци кунěнче Çатракасси ял тăрăхěнче пулчěç. Ял тăрăхěн пуçлăхě Ю.А.Кожевников каланă тăрăх паянхи чи çивěч ыйту вăл – уйран çěр улми пуçтарса кěртесси. Ял тăрăхěн администрацийěн специалисчěсем, культура ěçченěсем 3-мěш кун ěнтě уйра ěçлеççě. «Иккěмěш çăкăра» кăларса пěтеричченех пулăшатпăр хуçалăха»- терě Юрий Алексеевич.

      Ун хыççăн пурте «Свобода» хуçалăх ертỹçипе В.К.Ананьевпа çěр улми ани çинче пулчěç. «Уйра 3 комбайн ěçлет. Уя уйрăм çыннăн тепěр копалки те тухрě. Хире кунне «иккěмěш çăкăра» пуçтарма 65 çын тухать. Пěр тонна çěр улми пуçтарнăшăн 550 тенкě тỹлетпěр», - паллаштарать вырăнти ěçпе Владислав Кириллович.

     Уйра шкул ачисем те аслисемпе тан ěçлеççě. Пěрлехи информаци кунěнче Кашмаш шкулěнче вěренекенсем çěр улми пуçтаратчěç.«Ыран Çатракасси шкул ачисем те пулăшма тухаççě», - терě хуçалăх ертỹçи.

      Кăçал кěрхи çанталăк çěр улмие тикěссěн пуçтарса кěртме парасшăн мар. Ана çинче йěпе пулнăранах ěнтě çěр улми кăларакан комбайнпа тухăçлă усă курма пулмасть. Юлашки кунсем типě килни вара вěсене те ěçлеме май туса пачě. Çавăнпа та хуçалăхăн комбайне те, пулăшма кăмăл тунă фермерсен 2 комбайнне те ирхи 3 сехетрен пуçласа каçхи 9 сехетчен ěçлеттерме палăртаççě кунта.

     Кашмаш шкулěнче, чăн та, çав кун кěçěçав кун кěçěн классенчи ачасем кăна вěрентчěç.Вěсене вěрентекен учительсемсер пуçне ыттисем пурте уя тухнă. Е.П.Павлова учительница каланă тăрăх кăçал 10 ача пěрремěш хут шкул алăкне уçнă. Ял тăрăхěн пуçлăхě Ю.А.Кожевников каланă тăрăх 3 çěнě урамра çамрăк çемьесем пурăннине, кěçех тепěр çěнě урам пулнине шута илсен, çулсеренех ачасен йышě ỹссе пыма кирлě. Ĕç укçи вара, учительсем каланă тăрăх, малтанхинчен палăрмаллах хăпарнă. Весен шухăшěпе вěрентỹ системине çěнетме пуçланăранпа шкулта ěçлеме те темиçе хут интереслěрех.

      Информации ушкăнě шкулти компьютер класěнче, ытти классенче, шкул музейěнче пулса курчě.

      Çак кун асăннă ушкăн «Моргаушкорм» чикěллě яваплăхлă обществăра  та пулчě. Предприятин тěп бухгалтерě Л.Л.Чиновников каланă тăрăх Мăн Сěнтěрти уйрăмпа пěрле предприятире пурě 14 çын ěçлет. Кунта туса кăларакан экструдивлă апата районти пур ял хуçалăх  предприятийě те туянать. Анчах та вěсем продукцишěн вăхăтра тỹлейменни предприятишěн çăмăлах мар. Çавăн пекех ку продукцие Муркаш тата Мăн Сěнтěр райповěсем те туянаççě.. Çапла майпа вěсем çак выльăх апатне ял халăхě патне магазинсем урлă çитереççě.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика