01 октября 2011 г.
Эсир сăн ỹкерчěкре куракан Екатерина Ивановнăпа Антон Архипович Архиповсем 36 пине яхăн çынлă районăмăрăн пěр пайě кăна. Анчах пěр пай пулсан та, çирěп пай. Çапла калани – малаллахи сăмахăмăн никěсě. Кунта сывă пурнăç йěрки те, вăрăм пурнăç тилхепи те, тарăн тымарлă таса юрату та.
Ятман ялěнче пурăнакан сăн ỹкерчěкри ветерансене пěрре пăхсах 80-82 çул параймăн та. Çул хисепě çавăн чухлине пěлсен ветерансем çамрăклăха епле ку таранччен упраса хăварни пирки ыйту çуралчě.
- Ĕçлемелле, умри ěçе чуна парса пурнăçламалла,юратса тунă ěç ěмěре тăсать, çăмрăклăха упрать. Ĕçленипех пěрлех эрех-сăраран аякра тăни те пирěн пурнăçăмăрта яшлăха тăснин тěп вăрттăнлăхě пулчě-тăр. Эпир 2 ывăл çуратса ỹстертěмěр те паян вěсен çемйисем, мăнуксем пирěн пурнăçа илем кỹреççě, - пунăç тути-масипе самаях кушăрханă пит çăмартисене кулă кăларса калаçать чỹк уйăхěн 7-мěшěнче 80 çул тултаракан Екатерина Ивановна.
Çěнелсе пыракан ял сăн-сăпачěпе, пурнăçă ял ěçěнче тата халăх хуçалăхěн тěрлě отраслěсенче пěр кун юлмасăр ěçлесе ирттернě ветерансем епле пурăннипе паллашас тěллевпе çитсе чарăнтăм Архиповсен килě умне. Кěрхи йěпе-сапана пула пылчăклă урамран çак тěлелле иртсенех кил хуçисем тирпейлěх ыйтăвне тěпе хурса пурăнни палăрчě. Профнастилпа çавăрнă кил хапхи умě симěс курăкпа витěннě. Тирпейлě ăсталанă пěчěк алăка уçса кил картишне утăмласан та урасем çерем çине пусрěç.
-54 çул пурăнатпăр ěнтě кунта. Çур ěмěр ытла çак кěтесе хăт кěртес тесе пурăнтăмăр.Мěн туни паян куç умěнче, - терě мана хирěç тухнă кил хуçи арăмě Екатерина Ивановна сăпайлăн та мухтанмасăр. Хампа паллаштарсан тěпеле иртрěмěр те, пирěн патăмăра кил хуçи Антон Архипович кăштăртатса тухрě. «Юн вылять, анчах утма йăвăртарах. Çамрăкла сивве-ăшша пăхмасăр ěçленисем пырса тытрěç пуль», - питрен кулă тартмасăр пуплерě кил хуçи сетел хушшине вырнаçса.
Манăн çěнě пěлěшсен хуçалăхěнче сумалли икě ěне, çуллен майлах икшер вăкăр, 3-4 пуç сысна, хурсемпе чăхсем йышлă тытнине , тупăшпа тěллевлě усă курсах кил-çурт çавăрнине ял çыннисем пытармаççě. Çавăнпах ялти ватăсем ачисемпе мăнукěсене Архиповсенчен тěслěх илме сěннине ăнланма пулать.
Хресчен çемйинче çуралса ỹснě Антонпа Кěтерин та ачаллах çěр ěçне пурнăç тыткăчи вырăнне хунă. Çамрăклах ěçе кỹлěннěскерсем колхозсем тунă вăхăтра та, Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçин çулěсене те, вăрçă хыççăн çěр-шыва ура çине тăратнине те халăхпа пěрле тỹсěмлěн чăтса ирттернě. «Пире уйрăммăн йывăр пулман»- терěç аслă (ватă теес килмест) юлташăмсем çав çулсене епле чăтса ирттерни пирки ыйтсан.
Шурча хěрě шкулта 7 класс вěреннě хыççăн колхозра сысна пăхнă,ěне сунă. Вăрçă чарăннă хыççăн Кěтерин укçа тума йăлăма вăрман касма тухса каять. Шăпа çакăнта тěл пултарнă та вěсене Антонпа иккěшне. 1957 çулхи çěртме уйăхěнче хут уйăрттарсан çулталăкран çамрăксен йăлăмрах ача çуралать.
… Нумай çул иртрě унтанпа. Мăшăр икě ывăл çуратса пурнăç çулě çине кăларнă. Çак хушăра мăнакка К.Иванов яч. хис. хуçалăхра уй-хирте те, гараж дежурнăйěнче те, хуçалăх кантурěнче техничкăра та, радиоузелпа хыпарсем пěлтернě çěрте те, ветеринари участокěнче те, почтальонкăра та тимленě. Нихăш ěçре те ятне яман.
-Тавах мăшăрăма. Вăл ěçе тиркеменни манна тăтăш хавхалану паратчě. Пирěн çемьере эрех ěçсе ěçе тухманни, вăл е ку ěçе тиркесе айккинелле пăрăнни, ывăлсене ěç суйлама вěрентни пулман. Килěштерсе пурăннă. Çавăнпа умри йывăрлăхсене те çěнтернě, - калаçăва хутшăнчě Антон Архипович.
Кил хуçи 1929 çулхи кăрлачăн 23-мěшěнче 3 ачаллă çемьере çуралнă. Чиркỹ ěçченěсен çемйинче кун çути курнăскер 4 класс пěтерсенех ял кěтěвне пăхма ěçе кỹлěннě. Çак ěçренех салтака кайнă. Священниксен çемйинче ỹснěскер совет çарěнчен таврăнсан тин колхоза кěнě. Ял хуçалăхěнчи нимěнле ěçрен те парăнманскер 11 çул çурă районти пушар хуралěнче те службăра тăнă.
- Тар юхтарса тунă пурлăха сыхласси, май пур таран упраса хăварасси маншăн питě пěлтерěшлě ěçчě. Çавăнпа пушар хуралěнче ěçленě вăхăтра профилактика ыйтăвěсемпе ялта калаçусем нумай ирттереттěм, - аса илчě Антон Архипович. Пурăна-киле динаси мелěпе пушар хуралěнчи хăйěн ěçне аслă ывăлě Слава малалла тăсни пирки те асăнчě вăл.
Тивěçлě канура та ěнерхи чиркỹ ачи колхоз ěçěнчен пăрăнман. Сысна ферминче кочегарта вăй хунă, темиçе çул фермăра юсавçă пулса тимленě.
- Пурнăç йывăр теççě. Пулнă та пулě. Тен паян та йывăрлăхсем пурах. Анчах эпир хамăр пурнăçра йывăрлăхсене сисмен. Ĕçлес пулать. Ĕçпе хутăш йывăрлăх та сисěнмест, - терě мучи мăнакка çине ăшшăн тинкерсе.
Питре йăваш кулă палăртса Кěтерин мăнакка та парăмра юлмарě:
- Каласа панинчен ăнлантăр пулě, эпир пуян çынсем пулман. Анчах иртен пуçласа каçчен ěçленě те çуккине те туйман.Çук тесе ěç пăрахса ларман.Çакăнтан тухать те пулě ěнтě вăл вăрăм пурнăç тымарě, çамрăк кунсен хунавě, - терě Екатерина Ивановна тěл пулу пуçламăшěнчи калаçу патне таврăнса.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"