Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе юратса килес те киле кăмăллă каяс.

21 сентября 2011 г.

        Фермăсене хěле хатěрлессипе район администрацийěн пуçлăхě тунă йăшăнăва вырăнсенче епле пурнăçланипе паллашма «Свобода» хуçалăх фермисене çитсен тата кунти илеме курсан куç алчăрса кайрě. Унпа çыхăннă сăн ỹкечěксем – сирěн куç умěнче.

       Пирěн ăнлавра ферма тесен тислěк куписемпе çын çỹллěш çум курăкě тěп вырăн йышăнаççě Пытармăпăр, кун пек çěре никамăн та ěçлеме каясах килмест. Кашмашри сысна ферминче вара пачах урăхла ỹкерчěк. Сарайсене хěле хатěрлесе дезинфекциленě, шуратнă, юсаса хăт кěртнě. Таврари курăка çу каçа виçě хутчен çулнипе çум çулě пỹлěннě. Ку çеç те мар, ферма картинчи чечексемпе пахча çимěçсен йăранěсем – çумпа куллен кěрешмелли тěп хавхаланусем.

    - Ферма заведующийě В.Никитин ертсе пынипе кунта вăй хуракан С.Федоров, А.Белов, Ф.Козыркина, С.Мастеров, Е.Тихомирова, В.Семенова, Г.Петрова, А.Мастерова, Г.Суриковпа Л.Суриков кулленех тухăçлă ěçлесе пыраççě. Пěр чěлхе тупса иртнě çулах вěсем хуçалăх ертỹçи патне ферма территорине чечексем лартас ыйтупа тухрěç.  Ĕçне вěçне çитерсен 3-шер пир тенкě укçа пуласса шантарсан пăр тапранчě, - каласа парать хуçалăхăн тěп зоотехникě Э.Замятина.

     Ĕçченсем хăйсен килěсенчен чечексем илсе килсе, ферма заведующийě  пулашнипе чечек вăрлăхне туянса йăрансем хатěрленě. Унта пулас илеме акнă-лартнă. Йăрансене куллен çумласа хăт кěртсе тăнăран кěçех илем вăй илнě. Çакна курса В.Григорьев ертсе пыракан Çатракассинчи сěт фермин коллективě те вырăнтан тапраннă. Кěçех кунти сарайсем çывăхěнчи ěнер çум ỹснě вырăнсене те чечексем йăшăннă. Вăхăт çитсен хуçалăх ертỹçи хăйěн сăмахне тытнă: илемлěхшěн  тăрăшакансем укçан премие тивěçнě.

      - Илемлěхпе производство – уйрăлми пайсем. Ĕçлекенсем илеме курма пěлеççě пулсан вěсен ěç кăтартăвě те ырă утăмсем тăвать. Çакна шанса çул патăмăр  та ферма ěçченěсем ыйтнă çěнěлěхе, - терě хуçалăх ертỹçи В.Ананьев. Унăн сăмахěсене çирěплетекен кăтартусем: пěлтěрпе кăçал хуçалăхра аш туса илесси  те, сěт сăвасси те малалла утăмланă. Сысна ферминче аш туса илесси пěлтěрхи 8 уйăхран кăçал 155,2 процент хăпарнă. Сыснасен кěтěвě 1807 пуçран 2433 пуçа çитнě. Асăннă тапхăрта 3556 çура илни те 2010 çулхи çак тапхăртинчен 636 пуç ытларах. Танлаштарма, районěпе – 667 пуç сахалрах.

      «Свобода» хуçалăх фермисенче чечек илемě вăй илсех пырать. Кăçал чечексене Кашмашри ěне ферминче те чылай лартнă. «Çитес çул чечексен лаптăкне  ỹстересси пирки шутлатпăр», - тет паян ферма ертỹçи Ю.Петровский.

       Илеме малти вырăна кăларакансем пушар хăрушсăрлăх правилисене те çирěп пăхăнни кашни утăмрах куç умěнче. Вěсен малашлăх ěмěчěсем пурнăçланасси пирки пирěн иккěленỹ çук.

       Фермăсенчи илем пирки калаçнă чух чечек йăранěсемлě Уйкас Янасалти (Ильич яч.хис.), Анаткассинчи (Суворов яч. хис.) ěне фермисенче , «Моргаушская» чăх-чěп фабрикине ырă енчен палăртмалла.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика