17 сентября 2011 г.
«Вăрман вăл – халăх пуянлăхě. Пěрлехи пуянлăха вара упрама пěлесчě», - пуçларě чей чашăкне умнерех шутарса вăрман хуçалăхěн ветеранě Семен Николаевич Николаев.
1931 çулхи çěртме уйěхěн 18-мěшěнче Çатракасси ял тăрăхěнчи Торинкасси ялěнче çуралнă арçынăн пěтěм ěмěрě вăрманпа çыхăннă. Унăн ашшě – пěрремěш тěнче вăрçин участникě – мирлě вăхăтра ěмěрěпех вăрман хуçалăхěнче вăй хунă. Иванпа Çумккана та ачаранах вăрмана юратма хăнăхтарса ỹстернě.Пиччěшě хăйěн ěç ěмěрне вăрманпа çыхăнтарман пулсан та Çумкка хăйěн пурнăçне вăрмансăр курайман. Çамрăкла районти çыхăну уйрăмěнче ěçленěскер Совет çарěнче службăра пулса таврăнсан ашшěн ěçне хăй аллине илсе 40 çул Муркаш районěнчи вăрман хуçалăхне панă. Семен Николаевич : «Вăрманта – эпě килте», - тени ватă вăрманçăна тỹррěмěнех пырса тивет. Мěншěн тесен 1948 çулта ашшěпе амăшě Çеньял Хураксси патěнчи вăрмана тухса кил-çурт çавăрсан вěсен малаллахи пурнăçě йăлтах вăрманта иртнě.
Ыран – вăрман хуçалăхěнче ěçлекенсен кунě. Мěнле шухăш-кăмăлпа кěтсе илет-ха хăйсен профессиллě уявне вăрман ěçěн ветеранě?
- Вăрманçă пурнăçлакан ěç районшăн та, республикăшăн та, Раççейшăн те пысăк пěлтерěшлě. Хамăра шаннă ěçе эпир ответлăха туйса пурнăçланă. Ĕçěмěре вăрман Кодексěпе килěшỹллěн йěркелесе пынă, вăрманпа усă куракансем саккунсене пăхăнса тăнине тěплěн тěрěсленě. Хамăра йěрке хуралçисем, пушар хуралěнче вăй хуракансем, массăллă информаци хатěрěсенче ěçлекенсем пулăшнăран вăрманти йěркелěхе тивěçлě шайра тытма май пулнă. Ку вăл малашне те çаплах пуласси пирки эпě иккěленместěп, - терě калаçма юратакан арçын пěрле ěçленисене тата паян та вăрман аталанăвěшěн тимлекенсене уявпа саламланă май.
Вăрман хуçалăхěнчи тěрлě ответлă ěçсенче вăй хунă ентешěмěр тăрăшнипе 40 çул хушшинче Элěк районěнчи Шěмшеш ялěнчен Шупашкар районěнчи Янăша çити 84,4 гектар çинче йывăç лартса хăварнă. Паян çав йывăçсем çине пăхсан çěлěк хывăнса ỹкет. Тăватă çул каялла Малиновка тата Ильинка лесничествисем пěрлешсе пысăкланнă хыççăн çěнě лестничество халě 10316 гектар çинчи вăрмансене пěрлештерет.Хамăр калаçăва килти хушма
хуçалăх çине пăрса ярсан Семен Николаевич ман ума вăрманçă пек мар,пысăк опытлă кăмпаçă пек тухса тăчě. Унăн сěнěвěсем кăмпаçăсемшěн усăллă пуласса шанса пичетлетпěр.
Кăмпа татасси питě яваплă ěç. Ăна малтанах тăварлă шыва ярса латмалла, унта кăмпари хуртсем тухаççě. Хыççăн 3-4 хутчен çуса тăкмалла. Кăмпасем 4 категорие пайланаççě: 1-мěшсем – шурă кăмпа (вěсем пирěн тăрăхра питě сахал); 2-мěшсем - хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи; 3-мěшсем – хыр кăмпи, майра кăмпи, хěрлě кăрăç т. ыт.те; 4-мěшсем – така кăмпи. Пěррехинче 12,7кг таякан така кăмпи тупни паян та асра.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"