15 июня 2011 г.
Кашни çулах районти Акатуй уявне мěн те пулин çěннине кěртме тăрăшаççě. Кăçал та тěлěнтермěшсěр иртмерě районти ěçпе юрă уявě. Кашни ял тăрăхěн палаткинче «Чěрě кěтес» хăнисем пулчěç. Эпир халиччен курман килти выльăх-чěрлěхпе тата кайăк-кěшěкпе хăнасем те , уява килнě ял çыннисем те интересленсех паллашрěç.
Тěрěссипе каласан уява хатěрлекенсем малтан иккěленсе те илчěç: тен килěшмě ял халăхě çав кайăксене, чěр чунсене уява кăларма. Анчах та иккěленни тỹрре килмерě: «куççăхассинчен» шикленсе тăмарěç вěсене усракансем. Тěлěнтермеллипех тěлěнтерчěç уява килнисене хăйсен килěнче усракан «тусěсемпе».
Çатракасси ял тăрăхěнче пурăнакан пěр Т.В.Малова картишěнче мěн кăна çук пулě. Францири кăтра путексемпе такасем хăйсем кăна мěне тăраççě. Куçăхма мар, хыттăн янăракан кěвěпе ыйха «туртаççě» кăна вěсем клеткăра. «Амăшěпе» «ашшě» пěр çěрте. Цесаркăсемпе индокăвакалсем те ытлашши вăтанса тăни курăнмарě. Хăйсем «тěнчене» тухса курма тỹр килнишěн савăнса каçăрăлса кăна уткаларěç вěсем клетка тăрăх.
- Чěпписене килтех кăларатпăр, - ăнлантарать вěсен хуçи.
- Сутмалăх та пур пулě-ха ,- интересленетěп малалла.
- Сутатпăр. Пирěн туссем çав тери нумай. Пирěн хыççăн вěсем те ěрчетме кăмăл турěç. Ял çыннисем те туянаççě, - тет Т.В.Малова.
Нумайччен татăлмарěç уява килнисем çак «картишěнчен». Жюри те тивěçлипех хак пачě çак чěр чунсене: 1 вырăн йышăнчěç вěсем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"