09 июля 2011 г.
Эпир пынă чух кунта ěçлекенсем вăхăт çитнине кура пулăсене черетлě апатлантаратчěç. Таврари илемлěх, уçă сывлăш тата пулăсем апатшăн шывран сиксе «антăхни» чуна лăпкăлăх кěртрě.Ытларах кăсăкланса кайрăм. «Экологи тěлěшěнчен таса продукции». – вěлтлетрě пуçра пěрремěш шухăш.
Манăн шухăша сиссех фермер калаçу пуçарчě.
-Çěр-шывра рынок хутшăнăвěсем анла вăй илнě вăхăтра специализации ыйтăвě мала тухать. Çакна курса –пěлсе тăрса тата обществăра вырăнти пулă продукцийěн ыйтăвě çивěч тăнине шута илсе хамăн хресчен фермер хуçалăхěн ěçне пулă ěрчетессине кěртме шутларăм.
-Пěччен тумалли ěç маар вěт-ха ку? – кăсăкланатăп калаçăва сыпăнтарса.
- Çакна ăнланса хампа пěр шухăшлă юлташсене пěр чăмăра пуçтарса калаçу ирттертěмěр: кăçаллăха çěнě ěçе кỹлěнмелли укçа-тенкěн пысăк суммине кредит прăмне кěмесěр хамăр кěсъерипех çавăрттарса пăхас терěмěр, - пулчě фермер хуравě.
Тырă-пулă, çěр улми хакěсем вылянă вăхăтра çěнě бизнес усăллă пуласси пирки эпě те иккěленместěп. И.Скворцовăн шухăш-ěмěчěсем те манăнни пекех. Лашки çулсенче патшалăх та ял хуçалăхěнче çěнěлěхсем аталантарма сěнни, ку енěпе хăй пулăшма шантарни пирěн ентешěмěрсем пирки тенěнех туйăнать. Ан ỹркен, ěçле кăна!
Çамрăксен ушкăнě пулă ěрчетессипе интернетри хыпарсемпе паллашнă хыççăн районти пěр пěвене (адресне калама тăхтама ыйтрěç) аредăна илчě. Ун çывăхěнче тирпей-илем тунă хыççăн пěвене садок (пулă кěлетки) ячěç. Унта валли Белгород облаçěнчен карпсем туянса килчěç.
Паян фермер кунта тупăш илессине малти вырăна хумасть.
-Пур ěçре те куçа курăнман вăрттăнлăхсем пуррине пěлсе кăçал сăнавлă майпа ěçлесе пăхас терěмěр. Ĕçсем кал-кал пулса пырсан, унти вăрттăнлăхсене алла илсен тата кěркунне продукци калăпăшě хамăр палăртнă виçене çитсен ěмěтсем татах пысăк. Кун пек чух çитес çул ěçсен калăпăшне пысăклатма патшалăхран та пулăшу ыйтса пăхас тěллевсем пур. Çавăнпа кăçалах тупăш пирки калаçмастпăр-ха,-тет Игорь Георгиевич куçне пěве çинчен илмесěр.
Пулă ěрчетессине промышленность шайне çитерсен вěсене апатлантарасси те тěп вырăна тухать. Çакна ăнланса хальлěхе пулă апатне кỹршě регионсенчен турттарса килеççě пулсан, çитес çул апат хатěрлемелли цеха вырăнта уçма шутлани те вěсем çěнě ěçе пуçěпех кěрсе кайнине çирěплетет.
-Камсем пулăшаççě-ха çěнě пуçарура? – кăсăкланатăп малалла.
-Пире ăнланакансем чылайă -Пире ăнланакансем чылаййăн пулни савăнтарать, çанă тавăрсах ěçлеме хавхалантарать. Малтанах пулла çỹреме юратнă тăвансем пирěнпе пěрле пулма тăрăшрěç. Пирěн экспериментлă ěçе район администрацийěнче те тěксе ямарěç. Чăваш ял хуçалăх академийěн ăсчахěсем те пире наука тěлěшěнчен пулăшу пама пулчěç. Куратăр вěт, эпир пěччен мар,- пулчě хурав.
Пěччен хулă хуçăлать пулсан шăпăра çыхнисем умри çỹп-çапа пěтěмпех шăлса каяççě. Çапла пултăрччě те маларах асăннă фермерăн ěçě. Çак шухăшпа эпě пěве хěрринчен тапрантăм…
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"