28 мая 2011 г.
Йывăрлăхсене пăхмасăрах ял пурăнать-ха, çěнě тěллевсене пурнăçа кěртет. Çамрăксем çемьесем чăмăртаса ачасем çуратаççě. Вěсем хăйсен вăйăпе пурăнмалли кил-çурт çавăрма тăрăшаççě.Ыранхи куна шанчăклăн пăхаççě. Ырă тěллевсемпе мал туртăмлă улшăну ěçěсем, тěпрен илсен, йăлтах хăйсенчен килнине Çатракасси ял тăрăхěнчи Кашмаш ялěнче пурăнакан Алексей Геннадиевич Алексеевăн çемйи те хăйсен пурнăç тěслěхěнчен ăнланса пырать.
5 ачаллă çемье. Çăмăл-и –ха вěсене пурнăçри йывăрлăхсене çěнсе пыма? Ку ыйту патне çитсен Алексейăн амăшě тата пěчěккисен асламăшě Лидия Вениаминовна Алексеева куççульне шăлса илсе пăшăлтатрě:
- 1972 çулта Çамрăксен урамěнче çěр илсе Гена мăшăрăмпа хамăра валли кил-çурт çавăрас çула суйласа илтěмěр. Хирте пỹрт-çурт лартнă хушăрах пěр хěрпе 2 ывăл çуратса ỹстертěмěр. Хамăр та ěçсěр ларман, ачасене те пěчěкěллех ěçе хăнăхтартăмăр.
Çуркунне вăй илнě вăхăт. Тỹпере çăлтăрсем те хěллехи пек мар ěнтě, самай ăшшăн пăхнă туйăнать. Çулла çывхарать. Çамрăксен урамěнче иртен пуçласа каç пуличченех мăлатук шаккани илтěнсе тăрать. Нимелле ěçлеме пухăннă арçынсем пурăнмалли пỹртěн çивиттине сỹтсе ун вырăнне кěске хушăрах çăмăллатнă конструкциллě иккěмěш хут çěклерěç.
- Хамăрăн алă-ура ěçленě чух ачасен пуласлăхě пирки те шутлас пулать. Килтен хăваласа кăларса ярайрас çук. Тăван килтех кашнин валли пỹлěм пултăр тесе ěçлетпěр Ольга мăшăрăмпа. Тăвансене, ял çыннисене пулăшушăн пысăк тав, - терě алăри уровень çинчен куçне вěçертмесěр кил хуçи Алексей Алексеев ěç ăннишěн савăнăçне пытармасăр.
Çапла пурăнать, малашлăха пăхса ача-пăча çуратса-ỹстерсе çурт-йěр çавăрать ěçрен нихçан та пăрăнман ял çамрăкě.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"