01 июня 2011 г.
Иртнě вырсарни кун Ятмансем ял уявнěнче савăнчěç.Çак уява ирттересси кунта ырă йăлана кěчě темелле: кăçалхипе виççěмěш хут иртрě вăл.
Клуба халăх лăк туллиех пухăнчě. Вырăнти клуб çумěнче йěркеленнě художество пултарулăх ушкăнě, Мăн Токшикри клуб çумěнчи халăх ятне илнě «Тăванлăх» юрăпа ташă фольклор ушкăнě уява илемлěх парнелерěç, халăха савăнтарчěç.
Вăрçă вăхăтěнче ырми-канми ěçленě тыл ветеранěсене те уявра чысларěç – хěрарăмсене тутăр çыхса ячěç.
Ал ěç выставки тата еплерех илемлě пулчě. Темěн тěрлě ěçпе те паллашса маçтăрсен ăсталăхě çỹллě шайрине палăртрěç куракансем.
Тутлă какай шỹрпипе, ятарласа уяв валли вěретнě чăваш сăрипе пурне те хăналарěç кунта.
Хěвеллě те ăшă çанталăкра Мăн Сěнтěрти «Картина» эстрада ушкăнě Ятмансене ташă каçě парнелерě. Пуринче те савăк кăмăл сисěнчě.
Ял уявне ирттерессинчен культура ěçченěсем кăна мар, ял старости те, районти тата вырăнти депутатсем те, çак тăрăхран тухнă предпринимательсем те аякра тăрса юлмарěç. Йěркелỹ ěçěнче те тăрăшрěç, халăха та саламларěç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"