Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 13 улмуççи лартса хăварчě

04 июня 2011 г.

       …Çатракасси ял тăрăхěнчи Çеньял Хуракассинче пурăнакан Вера Сергеевна Якимова хěвел ансан çěç хăйсен килě умне çитрě. Машинăпа ěне сăвакан операторсемпе ěнесене искусствăлла майпа пěтěлентерекен техник-осеменаторсен конкурсěнчен таврăнчě вăл.

      «Свобода» хуçалăхăн Çатракассинчи сěт ферминче ěнесене искусствăлла майпа пěтěлентерессипе техник-осеменаторта перремěш çул мар ěçлет вăл. Ответлăха çирěп  туйнишěн пěрле ěçлекенсем те, ěне пěтěлентерме ялтан  пыракансем те хисеплеççě Вера инкене. Кашнинпех шăкăл-шăкăл калаçма сăмах тупать вăл. Пурин ыйтăвне те килěшỹллěн тивěçтерме тăрăшать.

    Пурнăç тикěс килмест çав. Вера Сергеевна вăхăтсăрах мăшăрне те, ывăлне те çухатрě.  Çак хуйха чăтса ирттерме ăна икě хěрěпе 5 мăнукě вăй-хал пачěç. Сăн-питре хуйхă-суйхă тарăн йěр хăварнă пулин те В.Якимова шỹтрен пăрăнмасть.Ĕç-хěл патне те алли усăнмарě ялти хěрарăмăн. Кил хуçалăхра  паян ытларах пěччен пулсан та  вăл нихăш ěçе те ырана хăвармасть.

     Ултă çул тăван хуçалăхра техник-осеменатор та вăй хунипех пěрле Вера килти хушма хуçалăхра  та ěне тытать. Ĕнепе пěрлех кил картинчи 4 сурăхпа 4 сысна, чăх-чěп паян хуçалăха илем кỹреççě.. Ял хěрарăмě выльăх усранипе çеç лăпланмасть. Унăн пахчи те хăйне евěр илемлěх утравě. Чун илемěшěн  ỹстерекен  нумай тěрлě чечек кăçал лартнă 13 улмуççийě те, самай лаптăк йăшăнакан çěр çырлине те хăйне евěр сăн, пахчана хăт кěртет.

  Çак илемлěх таврашěнче йăранě-йăранěпе ыхри-суханě, кишěрě-помидорě, хăярěпе  купăсти ỹсни Вера Сергеевна ял хěрарăмěсен-

чен пěрлешỹллě хуçалăхри пекех килти хушма хуçалăхра та кая юлманнине çирěплетеççě кăна. Канмалли кунсенче е уявсенче çак йăрансем хушшинче 5 мăнук чупса çỹрени вара – пурнăç пуянлăхě.  Çакна ěçчен херарăм  хирěçлемерě.

       Çапла вěçлерěмěр эпир хамăр калаçăва.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика