Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çатракассинче – Урам кунě

11 июня 2011 г.

      Ял  çыннисем ěçлеме кăна мар, йěркеллě канма тата савăнма та пěлеççě. Уй-хир ěçěсене вěçленě май кашни ял тăрăхěн территорийěнчех Акатуйсем, Ял кунěсем йěркелесси йăлана кěнě ěнтě. Çакă вăл пирěн аттесемпе асаттесен ырă йăла-йěркине  аталантарни пулать. Çатракасси ял тăрăхне  кěрекен Çатракасси ялěнче вара Урам  кунне ирттерес тенě. Р.К.Соловьева пуçарăвне  Привольная урамра пурăнакансем хапăл туса йышăннă.

       «Авал пирěн аттесемпе асаттесем çурхи уй-хир ěçěсене вěçленě хыççăн пěрле пухăннă. Çак йăла халě те пырать. Анчах та пур ватă çын та ял уявне каяймасть. Урама вара тухаççех. Çапла вара хамăра валли те, ыттисем валли те уяв йěркелес  терěмěр», - каласа парать ку уяв пирки Роза Ксенофонтовна.

      Уяв чăннипех те ăннă темелле. Чăвашсен йăлипе пěтěм урамěпе шỹрпе пěçернě. Роза Ксенофонтовна тата ыттисем кукăль пěçернě, квас, сăра вěретнě. Мăн Токшикри Культура çурчě çумěнчи «Тăванлăх» халăх фольклор ансамбльне хăнана чěннě.

       Мěнле уяв-ха  тата вăл парнесемсěр? Жюри членěсем малтанах урам хушшипе  пăхса çаврăннă, «Чи хитре  кил-çурт», «Чи чечеклě палисадник » номинацисенче çěнтерỹçěсене палăртнă. Ялта пурте пěр-пěрне пěлеççě. «Чи туслă çемье»  номинаци çěнтерỹçисем те парнесěр юлман. Урамра чи çамрăкки тата чи асли те парнесене тивěçнě.

      Чěннě артистсем урамра пухăнакансене илемлě юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарнă. Асаттесемпе асннесем те чăтса тăрайман ташламасăр. Купăс калакансем кăна тăваттăн пулнă: Ю.Л.Николаевпа Ю.А.Ершов наставниксем çине пăхса çамрăк купăсçăсем В.Н.Смирновпа А.Г.Яковлев та чăтса ларайман. Ачасем те пěрле савăннă.: юрланă, сăвăсем каланă.

     Чи кирли вара -  пурте кăмăллă юлни. Тěрěсех палăртать район администрацийěн пуçлăхě Ю.А.Иванов: эрехсěрех уявсене ирттерме пулать. Çатракассинчи Привольная урамра пурăнакансем çакна хăйсен тěслěхěпе  çирěплетсе панă. Роза Ксенефонтовна хăй те савăнăçне пытараймасть: «Эпě 67 çулта кăна-ха. Ватăлма вăхăт çук. Кăçал Урам кунне пуçласа ирттертěмěр. Çитес çул вара программăна спорт ăмăртăвěсене те кěртме шутлатпăр. Ял тăрăхěн пуçлăхě Ю.А.Кожевников сцена йěркелеме пулăшсан тем  пекехчě»- тет вăл.

      Пирěн хушăра Р.К.Соловьева пенсионерка пек пуçаруллă çынсем пулсан питех те аван. Роза Ксенофонтовна - район ветерансен хорěн членě. Сăвăсем, юрăсем çырать, юрлама юратать, ыттисем те тěрěс  пурнăç йěрки тытса пыччăр тесе тăрăшать.

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика