Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ěçсен анлă хирěсенче

14 мая 2011 г.

     Камшăн  мěнле туйăнать пулě те, анчах та чăн-чăн çěр ěçченěшěн, çăкăр тути-масине чăннипех те туяканшăн кашни çурхи уй-хир ěçěсемех пысăк ответлăх та, çирěп экзамен та. Мěншěн тесен кашни ответлă тапхăрăнах хăйěн уйрăмлăхěсем,тỹрлетěвěсем. Кирек епле лару-тăрăва та хатěр пулмалла.. Çур акине унччен те  ирттернě, кăçал та ирттерěпěр-ха тенипе нимěн те пулмасть.

     Ака-суха ěçěсене техникăна хатěрленě чухне те, ěç  çинче çакна тěпе хурса вăй хураççě те ěнтě «Свобода» пěрлешỹллě хуçалăхра.

     --Уй-хир ěçěсен калăпăшě пěчěкех  темелле мар,- каласа парать хуçалăх ертỹçи Владислав Кириллович Ананьев. – Ака-суха пěтěмпе 911 гектар çинче туса итрттерес пулать. Вăл шутран çурхи тěш тырă культурисене 596 гектар çинче акса хăвармалла. Çумăрсăр та çиллě çанталăкра çěр хăвăрт типсе пырать. Çавăнпа та нỹрěк хуплассипе пěрлех ака ěçěсене те çийěнчех тытăнтăмăр.

      Ака агрегачěсем майăн 9-мěшěнчех хире тухнă. Халě хуçалăх хирěсенче пěтěмпе 2 сеялкăллă 4 агрегат ěçлет. Çак кунсенче вěсем урпа акассипе тимлеççě. Ку культура 546 гектар йышăнмалла пулсан, 300 гектар ытла акма ěлкěрнě ěнтě. Çурхи тỹлă 50 гектар, пěр çул ỹсекен курăксем 150 гектар акса  хăварма пăхнă.

      Хуçалăхра çěр улми, купăста туса илесси çине пысăк тимлěх уйăраççě. Вăрттăнлăх мар: çине тăрса тимлеме тивет пулин те усси те пěчěкех мар. Çавăнпах ěнтě кăçăл та «иккěмěш çăкăра» 150 гектар çинче лартса ỹстерме палăртнă. Сăмах май кун пек пысăк лаптăк (200 гектар) районěпе те «Ударник» хуçалăхăн  кăна пулě. Вăрлăх валли уйăрнă 350 тонна çěр улмине пěтěмпех суйласа яровизаци тума хунă ěнтě.

    Эпир пěрремěш уй-хир бригадин хирěнче вăй хуракан Александр Кобец агрегачě патěнче пулса куртăмăр. Икě сеялкăллă ака агрегачě анлă хирте çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Кěрхи тухăç валли çирěп никěс шăпах çакăнта хывăнать те ěнтě. Акă Юрийпе Константин Шаровсем, Александр Степановпа  Вячеслав Степанов,Александр Борисов акаçăсем пушаннă бункерсене Николай Давыдов  водитель турттарса паракан тулă вăрлăхěпе  тата удобренипе çийěнчех тултарчěç те трактор вырăнтан хускалчě.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика