Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан кăтарту пулать.

16 февраля 2011 г.

    Хăŭĕн ĕç ĕмĕрĕн ытларах паŭне выльăх-чěрлěх ěрчес ěçне уǔăрнăран Кашмашри сысна ферминче 16 çул ытла ĕçлет Галина Александровна Петровна. Унран ěçри ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ ăçта пытаннипе интересленсен ĕçченěн хуравě те ансат пулчě:

     -Ĕç ăнăçăвĕн вăрттăнлăхĕ кулленхи ĕçсене анне вĕрентнĕ пек туса пыма тăрăшнинче. Вăл нумай çул Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреевич Андреев ертсе нынă хуçалăхра сысна ферминче  вăй хучĕ. Ăна хĕр ачаллах пулăшма çÿресе Е. Андреев ĕçлекенсенчен ыйтнине те çамрăклах ăша хывса хăвартăм.Çавăн чух илтнисене паян та хамран сивěтместěп те ăнăçу та юнашар пырать, - терě ěçрен пушаннă Г. Петрова.

     Юлашки 6 çул хушшинче Галина Александровна сыснасем çăвăрлаттармнă çěрте тимлет. Иртнě çул вăл хăй пăхакан ушкăнра 28 тěп амаран 637 çура илме пултарнă. Ку вăл ушкăнри пěр тěп ама пуçне 22,8 çура илнипе танлашать.

  -Пирĕн фермăра çурасем илессипе çеç мар, сыснасене самăртассипе  те тухăçлă ěçлесе пыраççě. А. Белов, С. Федоров, С. Мастеров, Р. Арапкина пăхакан  сыснасем çулталăк хушшинче талăксерен вăтамран 300 грамм ытла ÿт хушма пултарчěç. Ку вăл çулталăк каяллахинчен ÿсěм-лěрех, - терě хуçалăхри зооветслужба ěçченěсем те, правлени те ферма ěçченěсен кăтартăвěшěн нумай тимленине плăртса Кашмашри сысна фермин заведующийě Ваталий Васильевич Никитин. – Аттесемпе асаттесем пуçарнă ěçе пирěн юхăнтарма юрамастех.

     Малашлăха пăхса вăй хунă Кашмасем 1963 çултах хуçалăхра ăратлă выльăх ферми тытма пуçланă. 1977 çулхи августăн 29-мěшěнче унăн никěсě çинче сыснасемпе ěçлеме ăратлă завод статусне илнě. 1988 çултанпа хуçалăх ěнесен ăратлăхěпе те ěçлет. Усěмсерсěр те мар.

    1992 çулахи августăн 67-мěшěсенче Киров хулинче иртернě Раççейри ăратлă сыснасен выставка-ярмăккинче «Свобода» ăратлă завод 1-мěш степеньлě аттестата тивěçнě.  1999 çулта ăратлă вылăх ěрчетě çěртре чи сумлă кăтартусемшěн Пěтěм Раççейре ирттернě смотр-конкурсра сыснасен пысăк шурă ăраттинче чемпионсемпе рекордистсем ÿстернěшěн çěнтерÿç аттестатне илнě. Ăратлăх ěçě нихăш çул та уксахламаннине 2001 çулшăн ăратлăх завочě Пěтěм Раççейри чи лайăх кăтартусемшěн иртернě смотр-конкурсра Хисеп дипломěллě пулни те уçăмлăкалать. Кайрахи вăхăтсенче те хуçалăх Раççейри ăратлăхпа ěçлекен чи лайăх хуçалăхсен шутěнче пулнă. Чăваш Республикинче ирттернě ăратлă выльăхсен  выставкинче те пěрре мар хуçалăхăн селекци ÿсěмěсене уйрăмах пысăка хурса хакларěç.

    Паян та «Свобода» хуçалăх экономика аталанăвěнче ырă тěслěхлисенчен пěри. Иртнě çулсенче кăна хуçалăхра çěнě технологипе ěçлемелли сысна сарайě хута кайрě.

- Çěннине йěркеллě тытса пырас пулать. Ку енěпе сыснасене  самăртнă çěрте вăй хуракан ěçченсен тăрăшулăхěпе кăмăллă. Вěсем технологие çирěп пăхăнса пырассине тĕп вырăнта тытаççĕ, - терĕ ферма ертÿçи В. Никитин.

  «Свобода» хуçалăх кăçал пĕтĕмпе 3717 сысна çури илнĕ.

  Асăннă хуçалăхăн Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен Г. Белов ертсе пыракан комплекслă бригада та иртнĕ çула  ăнăçлă вĕçлесе районăн çуралнă кунне ÿсĕмлĕ кăтартусемпе кĕтсе илет. Луиза Кольцова, Владислав Дедов выльăх пăхакансем, Н. Кольцовпа А. Кольцова хуралçăсем, А. Белов арманçă, А. Матвеев механизатор пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесе иртнĕ çул выльăхсене  талăксерен 972 грамм ÿт хуштарса аш-какай туса илессипе районти экономика ăмăртăвĕнче малтисен ретне тухма мехел çитернĕ.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика