Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 45 çул иртсен тĕл пултăм.

08 мая 2010 г.

      Москакасси ял тăрăхне кĕрекен ăнаткас ачăкра пурăнакан Василий Антонович Савельевпа вăрçă хирĕнче паллашни çакăн пек лару-тăрура пулчĕ. Вăрçă хирĕнче виçĕ талăк хушши пĕр чарăнмасăр вăрçă шавĕ кĕрлесе тăнине пула малти ретре çапăçакан салтаксем патне хыçалти ретрен апат-çимĕç илсе пыма май пулман. Каçхине вăрçă шавĕ лăплансан кăна салтаксене кĕтнĕ апат-çимĕç килсе çитни çинчен пĕлтерчĕç.

        Фасоль пĕçерсе килнĕ иккен. Фасоль пăрçине тултарнă котелока йăтса утатăп. Уйăх çĕр çине питĕ илемлĕн те янкăр Сутатса тăрать. Çакна пăхса çамрăклăха аса илнипе чун хурланать. Камăн пурăнас килмĕ-ха, аннесем пире çуратнă çак çутă тĕнчере ?

       Ман умра винтовкине çакнă пĕр салтак пырать. Вăл та фасоль пăрçине тултарнă котелокпа. Пĕчченех чăвашла калаçса утать. Унăн калаçăвĕ паян та ман ăшран тухмасть: «Эй, çÿлти Турă , мана эсĕ паян чĕрĕ хăвартăн. Ыран та мана чĕрĕ хăварсам тархасшăн. Эпĕ çамрăк , манăн пурăнас килет».

      -Эсир хăш районтан ?- чăвашла ыйтатăп салтакран.

      -Эпĕ Сĕнтĕр районĕнчен, Анаткас Хачăк çынни Василий Антонович Савельев пулатăп,- хуравларĕ салтак. (Вăл вăхăтра пирĕн район Сĕнтĕр районĕ пулнă»).

      -Эпĕ те Сĕнтĕр районĕнчи Кашмаш ялĕнчен, Вячеслав Иванович Иванов пулатăп,- пĕлтеретĕп салтака.

      Чылай калаçса тăма ирĕк памарĕç. Тăшман снарячĕсем çывăхрах ÿксе çурăлма тытăнчĕç.

      Тепĕр кунне ирхине, хĕвел тухас умĕн, пирĕн çарсем тăшман çине наступлени пуçларĕç. Хаяр та хĕрÿ çапăçура эпĕ вăрçă хирĕнче паллашнă ентешĕм В.Савельев кăкăр витĕр пуля тухнипе питĕ йывăр аманать. Йывăр аманнăскере малтанхи пулăшу панă хыççăн санитаркăсен аллине панине эпĕ халĕ те лайăх астăватăп.

      В.Савельева госпитале ăсатнине пĕлтерчĕç санитаркăсем. Вăл вилчĕ пулĕ тесе шутласа пурăнтăм. Вăрçă эпир çĕнтернипе вĕçленсен  эпĕ тăван яла таврăнтăм.

      Вăрçă хирĕнче паллашнă В.Савельевпа вара вăрçă хыççăн 45 çултан тепĕр хут тĕл пулма тÿр килчĕ. Муркаш пасарĕнче тĕл пултăм ăна. Вăл вилмен иккен. Вăрçăра паллашнине, çапăçури кунсене аса илсе нумайччен калаçса лартăмăр. Мана тĕл пулсанах унăн куçĕ шывланчĕ.

      В.Савельев кăçал 86 çула кайрĕ. Москакасси ял тăрăхне кĕрекен Анаткас Хачăк ялĕнчех хăйĕн ĕмĕрне ирттерет.

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика