08 мая 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕренпе 65 çул çитрĕ. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсем сахаллансах пыраççĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявне 65-мĕш хут уявлакансечен пĕри-Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕньял Хуракасси ялĕнче пурăнакан Петр Степанович Степанов.
87 çулхи ветеран тухсах çÿреймест. Хăлхи те япăх илтет. Çавна май Çатракассинчи шкул ачисем ун патĕнче тăтăшах пулаççĕ, вăрçă çулĕсем пирки каласа панисене тимлесе итлеççĕ, ватă çынна пулăшу памалли пирки те манмаççĕ. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче те 4-мĕш класра вĕренекенсем класс ертÿçи С.В.Федорова тата В.П.Конузина ертсе пынипе ветеран патĕнче пулчĕç. Шкул ачисем хăйсем ăсталанă парнепе тата пĕчĕк концертпа саламларĕç.
Ветеран Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене çапла аса илет:
-Мана мобилизаци йĕркипе 1942 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче вăрçă хирне ăсатрĕç. Унччен вара колхозра тĕрлĕ ĕçре тимленĕ: суха та тунă, акнă, мĕн çитĕнтернине пухса кĕртнĕ…
Малтанах виçĕ уйăх хушши вĕренмелле пулчĕ. Фронтра вара водитель пулса çапăçрăм. 1943 çулта Мускав патĕнчи Сталиногорск хулинчи танкистсем хатĕрлекен училищĕне лекрĕм. Ăна пĕтернĕ хыççăн танкист пулса тăтăм.
Пире Калинин фронтне ăсатрĕç. Эпир 29-мĕш танк полкĕ шутĕнче çапăçусене хутшăнтăмăр. Çав çулах госпитале лекмелле пулчĕ. Карачево хули патĕнче амантăм. Упкене снаряд ванчăкĕ лекрĕ.
Сывалса тухнă хыççăн каллех фронта кайнă. Курск пĕкки патĕнче хаяр çапăçусене те хутшăнма тиврĕ. Тĕрĕссипе çав çапăçусенчен сыввăн тухасса никам та шухăшламан пулĕ. Тăшманпа питĕ хаяр тытăçусем пулса иртрĕç.
Çапăçу хыççăн çапăçу. Нимĕçсене хăваласа Польша , Украина çĕр-шывĕсене ирĕке кăлартăмăр. Берлина та çитрĕм, фашистсен тĕп йăвине-Рейхстага эшкерсенчен тасатнă çĕре те хутшăнтăм. Майăн 9-мĕшне вара Берлин хулинче кĕтсе илтĕм.
Вăрçă хыççăнхи çулсем пирки асăнса хăварас пулсан, çавна каламалла. Тăван яла эпĕ 1947 çулта кăна таврăнтăм. 1948-мĕш çулта Христина Васильевнапа çемье çавăртăмăр. Эпĕ колхозра ĕçлеттĕм, мăшăр вара колхозрах ветеринари врачĕ пулса тăрăшатчĕ.Халĕ вăл пурăнмасть ĕнтĕ.
Эпир 2 хĕр пăхса ÿстертĕмĕр, пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр.Шел пулин те, асли вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Кĕçĕнни вара Алина Шупашкарта пурăнать.
Юлашкинчен вара Аслă Отечественнăй вăрçăра пĕрле çапăçнисене, ветерансене, тыл ĕçченĕсене, пурне те Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, пурсăра та ырлăх-сывлăх, мирлĕ тÿпе сунатăп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"