Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Быков- Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.

08 мая 2010 г.

         Кулленхи пурнăçра халăхăмăр ăслăлăхĕ те аталанса пырать, вăл çĕнĕ ÿсĕме тухать, пурнăç çине çĕнĕлле пăхма вĕрентет. Кунта манăн тĕп сăмахăма пуçличчен пĕр чăнлăх çинче чарăнса тăрас килет. Кун-çулпа ăна-кăна айкалла сирсе хăвармасăр, йывăрлăхсене куçран пăхса пурнăç утăмĕпе тан пыракансем чĕрене хытарса куççуль витĕр каланинчен : « Паян сана питех те лайăх пулĕ, анчах хăвăнпа юнашар тулли куççульлĕ çынсем тăма пултараççĕ. Ан ман вĕсем пирки самантлăха та».

      … Вут-çулăм. Пĕчĕк кăвайт-и вăл е инçете-инçете курăнакан çапăçу хирĕн çути, анчах ку инкек кирек камăн чĕрине те лăпкăлăхра хăвараймасть.Акă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе 65 çул çитрĕ. Анчах пирĕн халăхăмăршăн çак пысăк инкек паян та сас парать. Вăрçа сивлекенсем тунă утăмсем вĕсем. Иртнине тĕплĕ тишкерсе малашлăха пăхакансен,  çĕнĕ тĕллевсем лартакансен утăмĕсем.

          1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи Муркаш Ене Совет Союзĕн пилĕк Геройне тата Мухтав орденĕн тепĕр кавалерне пачĕ. Кашнин ячĕ паян пирĕн чĕрере. Çапах пурнан пурнăç вĕсем тĕлĕшпе те туса çитерейменнине ума кăларать. Апла пулсан çитменлĕхсене пĕтерес пулать. Çакăн пирки калаçрĕ те ĕнтĕ Çатракасси ял тăрăхĕн Хуракасси выççăлкинче çуралса ÿснĕ, кунтах пурăннă,  Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фронтĕнчен Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса таврăннă Александр Артемьевич Быковăн (09.01.1921-31.05.1972 çç) çурчĕ умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов  асăну хăми уçнă май.

       -Пирĕн çак ĕç вăл Александр Артемьевичпа унăн тăванĕсене хисеп тунипе пĕрлех вăрçа сивлени те, кунта килнĕ Кашмаш шкулĕнче вĕренекенсемшĕн патриотизмла воспитани те,- терĕ А.Быковăн мăшăрне Мария Архиповнăна куçран пăхса, тав туса Юрий Александрович.

         Шкул ачисем чечек пани тата сăвă-юрăпа саламлани, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А.Кожевников ял тăрăхĕнче Çĕнтерÿ кунĕ умĕн туса ирттернĕ ĕçсем пирки калани тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ В.Иванов каланă аса илÿсем, Кашмаш шкулĕн директорĕ Г.Ершова çамрăк ăру малаллах пăхни пирки шантарни уява пысăк чыс турĕç.

         Александр Артемьевич 1934 çулта Кашмашри 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Вăл вăхăтри нумай ачасем пекех çамрăклах çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн тапăнсан, ытти халăхпа пĕрле 1942 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче фронта тухса каять. Калинин, Брянск, Хĕвел Анăç, 1-мĕш тата 2-мĕш Беларуç фрончĕсенче Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçать. Çапăçусенче 3 хут йывăр аманать, анчах татах фронтра юлать.Çаксене шута илсех ĕнтĕ пирĕн ентеше Александр Артемьевич Быкова çĕр-шыв Мухтав орденĕн виçĕ степенĕпе те наградăланă.

        -Çемье таврашĕнче паттăр пур пулсан, унăн ятне тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси- питех те яваплă ĕç. Çакна эпир кулленхи пурнăçра туйсах тăратпăр,- терĕ Быковсен кинĕ Елена хăйне сăмах парсан.

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика