14 апреля 2010 г.
Черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕн пĕрремĕш кварталĕнчи ĕç-хĕле пăхсан, çулталăк пуçламăшĕнче палăртнă тĕллевсем пурнăçланасси пирки иккĕленÿ çук. Çакна ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» хуçалăх-заводра ăнланса ĕçлеççĕ.Хуçалăх ĕçченĕсем умри йывăрлăхсене пĕрле пулсан çеç çĕнме пуласса шанса, тĕнче экономикинчи кăткăс лару-тăрăва пăхмасăрах, çĕннине апла илсе малашлăха пăхса вăй хураççĕ.
Хуçалăхăн 1-мĕш номерлĕ строительсен бригадин ĕçченесем шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Бригада хĕлĕн-çăвĕн те ĕç пăрахмасть. Иртнĕ кунсенче вĕсем Кашмашри ăратлă сысна ферминче урайсем улăштарчĕç.
Бригадăра хĕл кунĕсенче те ĕçлекенсен йышĕ пĕр шайрах пулни-аван пулăм. Ушкăнпа умри йывăр ĕçсене те часах «парăнтарма» пулать. Строительсен бригадине кунсерен тухакансене ятран асăнни те ытлашши пулмĕ. Вĕсем çакна тивĕç те. А.Любимов,А.Федоров,Ю.Замятин,В.Скворцов,В.Александров, В.Замятин тата тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăрах ĕçрен пăрăнман И.Поликарпов хуçалăх ĕçченĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"