10 апреля 2010 г.
Район хаçачĕ вулавçăсемшĕн ялан кĕтнĕ хăна пулнине эпĕ хамăн атте- Кронид Петрович Верендеев (Кашмашсем, 1910-1998 çç) «Çĕнтерÿ ялавĕ» туслă та тарăн çыхăну тытса пурăннинченех аван пĕлетĕп. Вăл Муркаш район хаçатне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90- мĕш çулсенче тăтăшах çырса тăратчĕ. Хăйĕн ĕçĕпе пире те яланах паллаштаратчĕ. Çавăнпа та эпир те Муркаш район хаçатĕнчен катара тăмастпăр. Çакна кура тата аттене хисеп туса шăрçаланаççĕ те ĕнтĕ паянхи йĕркесем.
Кронид Петрович Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, ĕç ветеранĕ. Ĕç пурнăçне Шупашкар районĕнчи Çĕньял-Покровскинче ирттернĕ пулин те, хăй çуралса ÿснĕ Кашмаша, Тăван Муркаш районне вăл яланах мала хуратчĕ. Шкул заведующийĕ С.И.Кольцова вăл унти икĕ сыпăклă шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернине çирĕплетсе панă справка халĕ те упранать.
1924-1929 çулсенче Кронид Петрович Каршлăхри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Килти архивра упранакан ăна панă Мухтав грамотисем (отзывсем), ĕнентерÿ хучĕ (удостоверени) унăн вĕренÿри тăрăшулăхне çирĕплетеççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех хаçатпа туслă çыхăну тытнă атте Каршлăхри шкула кайран хăйĕн «Советская Чувашия» , «Çĕнтерÿ ялавĕ», «Тăван ен» хаçатсенче пичетленнĕ статйисенче пĕрре мар ырăпа асăнать.
Хăй çуралса ÿснĕ Кашмаш ялĕ пирки атте «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра статьясем чылай калăпларĕ: «Ĕлĕкхипе хальхи Кашмаш уйрăмлăхĕсем», «Кашмаш варĕ: мĕнре унăн чапĕ?», «Кашмашра чи малтанаслă е вăтам пĕлÿ илнисе», «Утса тухар-ха урампа», «Кашмашри Çăварни», «Кашмашри пĕрремĕш летчик», «Яриков А.П.», «Кашмаш мăйăрĕ», «Кашмашра хырçă пуçтарни», «Кашмаш хăçантанпа Кашмаш?» т. ыт. те. Кронид Петрович тăван ен историйĕпе çыхăннă ытти пулăмсем пирки çырни те нумай. Тĕслĕхрен , «Шурча вăрçи».
Унсăр пуçне аттен сăн укерчĕксен альбомĕнче хăйĕн ентешĕсен, пĕрле вĕреннĕ е ĕçленĕ юлташĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем чылай. Кашмашсем те пур вĕсен хушшинче: колхоз председателĕ А.П.Яриков (1943 тата1972 çулсенче), П.С.Краснов летчик (1940 ç.), аттен тăванĕ А.М.Токарев композитор (1940 ç.), В.Е.Ефремов врач, Е.Е.Елькин учитель тата ыттисем те.
Атте Кашмаша час-часах кайса çÿретчĕ, колхозри тата районти хыпарсене пĕлсех тăратчĕ…
К.П.Верендеев çамрăклах хутла вĕренессине малти вырăна кăларнă, çавăншăн тăрăшнă. Каршлăхри шкул хыççăн 1929-1932 çулсенче çутă ĕмĕтлĕ яш Вольскри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренеть. Ял хуçалăх пĕлĕвне илнĕ çамрăк пĕр вăхăт Наркомзем аппаратĕнче ĕçлет. 1933-1936 çулсенче Мăн Сĕнтĕрте Тутаркасси районĕн колхоз шкулĕнче çамрăксене зоотехника вĕрентет.
Малтан мала пăхакан çамрăк илнĕ пĕлÿ çителĕклĕ тесе лăпланман. 1936-1938 çулсенче Кронид Петрович Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институт студенчĕ. «Питĕ лайăх» паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕскере диплом илсенех Çÿлтикассинчи шкула естествознани тата биологи предмечĕсене вĕрентме яраççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ унăн шкул пурнăçĕ. Завуч та, директор та пулса ĕçлет вăл кунта.
Тăван çĕршыва фашистла Германи тапăнсан, атте юнлă вăрçă хирĕнчен те пăрăнса юлмасть. 1942-1944 çулсенче вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнать. Калинин, Хĕвеланăç тата 2-мĕш Прибалтика фрончĕсенче сахал мар çапăçусене хутшăнать. Йывăр аманнă хыççăн аттене киле яраççĕ. 1944 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1970 çулччен К.П.Верендеев- ачасене вĕрентес ĕçре. Унăн учитель пурнăçĕ Çĕньял-Покровскинчи 7 çул вĕренмелли шкулта пуçланать те кунтах туллин иртет. Учитель ĕмĕрĕнче Кронид Петрович 6 çул хушши директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса, 18 çул шкул директорĕнче вăй хурать. Çак тапхăрта вăл тăрăшнипе 8 çул вĕренмелли шкулăн çĕнĕ çуртне çĕклеççĕ, шкул çумĕнче сăнавлă сад-пахча участокĕ йĕркелеççĕ. К.П.Верендеев-Çĕньял-Покровскинчи шкул историйĕн авторĕ. Ку кĕнекене çырма ăна мăшăрĕ О.В.Суркова учительница пулăшнă.
Кронид Петрович общество ĕçне активлă хутшăннă, тĕрлĕ хаçатсене çырсах тăнă, пропагандист-агитатор пулнă. Унăн ятне Муркаш район энциклопедине кĕртнĕ.Пурăннă пулсан вăл кăçалхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче 100 çул тултаратчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"