20 марта 2010 г.
«Свобода» хуçалăхра ăратлă выльăхпа ĕçлесси вуншар çул пыракан ĕç. Малашлăха пăхса вăй хунă атте-асаттесем 1963 çултах хуçалăхра ăратлă выльăх ферми тытма пуçланă. 1977 çулхи августăн 29-мĕшĕнче унăн никĕсĕ çинче сыснасемпе ĕçлеме ăратлă завод статусне илнĕ. Çĕршывăмăрăн йывăр экономика лару-тăрăвĕнче те кунта ăратлăх ĕçне хăй еккипе яман. Маларах кунсенчен пуçласан, 1992 çулхи августăн 6-7-мĕшĕсенче Киров хулинче ирттернĕ Раççейри ăратлă сыснасен выставка-ярмăрккинче ăратлă завод 1-мĕш степеньлĕ аттестата тивĕçнĕ. 1999 çулта ăратлă выльăх ĕрчетнĕ çĕрти чи сумлă кăтартусемшĕн Пĕтĕм Раççейре ирттернĕ смотр-конкурсра хуçалăх пысăк шурă ăратăра чемпионсемпе рекордистсем ÿстернĕшĕн çĕнтерÿçĕ аттестатне илнĕ. Ăратлăх ĕçĕ нихăш çул та уксахламаннине 2001 çулта ăратлăх завочĕ Пĕтĕм Раççейри чи лайăх кăтартусемшĕн ирттернĕ смотр-конкурсра Хисеп дипломĕллĕ пулни те уçăмлă калать.
Сахал выльăхпа ытларах продукци илме çук. Çакна асра тытса выльăх кĕтĕвне май пур таран ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ кунта. Акă 2009 çулта хуçалăхра сыснасем 1658 пуç пулнă пулсан, паян вĕсем 34 пуç ытларах. Усĕмлĕ ĕçлеме фермăра ĕç вăйĕ çителĕклĕ. Кунта 4-мĕш çул Кашмашри сысна фермин коллективне ертсе пыракан Виталий Васильевич Никитин тăтăшах шырвра пулни палăрать. Çĕнĕ технологипе ĕçлеме ĕçе кĕртнĕ çĕнĕ сарай паян сысна пăхакансене те ĕç çине çĕнĕлле пăхтарать.
Икĕ ача çуратса ÿстернĕ Елена Зазаровна Тихомирова 2000-мĕш çултанпа «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри сысна ферминче амасем пăхнă çĕрте ĕçлет. 29 ама тата 5 сысна аçи пăхакан хĕрарăм иртнĕ çул пурĕ 803 сысна çури илме пултарчĕ. «Усĕмлĕрех ĕçлеме майсем пур. Çавăнпа та ку кăтартăва ÿстерес тĕллевсемпе çĕнĕ çула кĕтĕм»,- тĕллевсемпе паллаштарать «2009 çулта сысна çурисем илессин чи лайăх операторĕ» ята илнĕ Елена Захаровна. Вăл пĕлтĕр çулталăк хушшинче çурасем илессине 34 процент ÿстернĕ, кашни тĕп сысна аминчен 22 çура тата тĕрĕслемелли кашни сысна аминчен 9,7 çура илсе пĕтĕмĕшле кăтартăва çÿллĕ шая çитерме пултарнă. Сăмах май, ферма ĕçченĕсен пĕрлехи тÿпи те сумлă. Вĕсем иртнĕ çул пурĕ 3927 çура, кашни 100 тĕп сысна ами пуçне 1713 çура илсе, сыснасене талăксерен вăтамран 405 грамм ÿт хуштарса аш туса илессине 114,7 тоннăна çитерсе районти экономика ăмăртăвĕнче ырă ята тивĕçнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.Ивановăн нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчи «Районта 2009 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем хушшинче ирттернĕ экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем çинчен» йышăнăвĕпе Муркаш район администрацийĕпе агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕ çирĕплетнĕ 1-мĕш степеньлĕ диплома тата куçса çÿрекен «Чи лайăх сысна ферми-2009» вымпелпа 5 пин тенкĕ укçан парнене ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен «Свобода» ял хуçалăх производство коперативĕн Кашмашри сысна фермине панă.
Тунă ÿсĕмрен Кашмашсем кăçал та пăрăнасшăн мар. «Утăмсене малалла тăвассишĕн, хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн çеç ĕçе тухарпăр эпир. Ĕç условийĕсем ырă малашлăха шанса вăй хума пулăшаççĕ»,- теççĕ вĕсем. Хуçалăх кăçалхи икĕ уйăхра сыснасенчен продукци илессине пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 151 процент ÿстернĕ. Çак тапхăрта районĕпе 1412 çура илнĕ пулсан, 628-шĕ- Кашмашсен тÿпи.
Малашлăха пăхса ĕçлекенсем ыттисене те хавхалану кÿрсен тем пекехчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"