13 марта 2010 г.
Февраль уйăхĕнче Торинкассинчи Скворцовсем- Гурий Гурьевичпа Нина Филипповна- çемье çавăрни çур ĕмĕр пулчĕ.
Ĕмĕр тăршшĕпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ Скворцовсем , ялта çеç мар, таврара та ятлă-сумлă, сăпайлă çемье шутланаççĕ.
Гурий Гурьевичăн ĕç биографийĕ пуян. Ветеринар ĕçĕнчен пуçласа малалла унăн тăршшĕпех суйлавлă ĕç вырăнĕсенче тимлеме тивнĕ. Хăй вăхăтĕнче колхоз председателĕнче те, ревкомисси председателĕнче те, бригадирта та тăрăшнă. Пур çĕрте те ырă енĕсемпе палăрнă. Партин аслă шкулне пĕтернĕскер, ĕмĕрĕпех общество ĕçĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр ларман, колхозри ветерансен канашне ертсе пынă. Вырăнта иртекен пур мероприятие те хастар хутшăннă. Унăн мăшăрĕ Нина Филипповна ăна яланах ăнланса пулăшса пынă. Колхоз ĕçĕнче те, кил таврашĕнче те лăш курмасăр ĕçленĕ вăл. Скворцовсем хăйсен икĕ ывăлне-Юрийпе Юлие- сăпайлă та типтерлĕ пулма вĕрентнĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем те хăйсен çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ.
Гурий Гурьевич ял старостин ĕçĕсене те пурнăçлать, шкул ачисене çут çанталăка упрама, ял урамĕсене тирпейлеме явăçтарать, калаçусем ирттерме ялти шкула та, библиотекăна та час-часах çÿрет. Темĕн те пĕлет, çынсене кирлĕ сĕнÿсем пама пултарать. «Вырăнти таврапĕлÿçĕ»,-теççĕ ун пирки.
Нина Филипповнапа Гурий Гурьевич 50 çул пĕрле утса ылтăн туйне паллă турĕç ĕнтĕ. Вĕсене ачисем, кинĕсемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе ял-йыш чун-чĕререн саламларĕç. Эпир те вĕсен саламĕсем çумне хутшăнса хисеплĕ çынсене ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"