Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереслĕ тĕл пулу.

06 марта 2010 г.

     Çатракассинчи вăтам шкулта йăлана кĕнĕ тăрăх кашни тунти кун класс сехечĕсем иртеççĕ. Учительсемпе вĕренекенсем тĕрлĕрен темăсемпе ыйтусем хускатаççĕ вĕсенче: тĕнчери пулăмсем, политика ыйтăвĕсем, уяв каçесемпе КВНсем ирттересси, тĕрлĕрен тĕл пулусем йĕркелесси.

    Нарăс уйăхĕ те пĕтĕмĕшле вĕрентÿ процесĕнчен уйрăлса тăмарĕ. Ăна вĕрентнкенсем те, шкул ачисем те лайăх ăнланчĕç. Умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе çак уйăхра пур класра та çарпа паттăрлăх темипе класс сехечĕсем иртрĕç. Нихăш класс ачи те çак мероприятисенчен пăрăнса юлмарĕ. Вĕсене интереслĕрех ирттерес тесе тимлекенсем вара кашни класрах палăрчĕç. Пĕр кунхине эпир, 7-мĕш класра вĕренекенсем, ялти моделлĕ библиотекăра пухăнтăмăр. Çакна валли сăлтавĕ  те пулчĕ. Асăннă кун эпир хамăра вĕрентекенсем пулăшнипе 1979-1989 çулсенче Афганистан Республикинчи вăрçăна хутшăннă хамăр ентеш-ветерансемпе-интернационалист-салтаксемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр.

      Тăван çершыв хăйĕн паттăр салтакĕсене нихăçан та манмасть. Çапла вара нарăсăн 15-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнче интернационалист-салтаксен кунне уявласси ырă йăлана кĕчĕ. Шăпах çак кун Совет Çарĕсене Афганистан çĕршывĕнчен илсе тухнăранпа 21 çул çитрĕ. Çак кун пирĕнтен инçерех те инçерех юлса пырать пулсан та, вăрçă инкек-синкекĕ пирĕн ума уççăнрах та уççăнрах тухса пырать кăна. Асăннă вăрçăна Чăваш Республикинчен 4,5 пин çамрăк хутшăннă. Питĕ шел, анчах вĕсенчен 115-шĕ ачалăхăн савăк çулĕсем иртнĕ вырăнĕсене каялла таврăнаймарĕ, 4-шĕ хыпарсăр çухални те- чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату.

       Афганистан вăрçин вут-çулăмĕ пирĕн ял каччисемшĕн те айккипе пăрăнса иртмен. Анчах пирĕн аттесемпе пиччесем çак вăрçăна хутшăнса аслă ăрури çĕршыв хÿтĕлевçисен ятне ман. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çĕршывăн интересĕсене сăртлă-туллă Афганистан çĕршывĕнче хÿтĕленĕ И.И.Васильев, В.В.Никитин, Ю.Н.Димитриев, Г.И.Соловьев тата А.В.Матвеев иртнĕ кунсенче пирĕн шкулта хăнара пулчĕç. Вĕсемпе эпир тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Аслă тусăмăрсем каласа панинчен салтаксен пурнăçĕпе, службăри йăла-йĕркепе,  вĕсем сăрт-ту тепĕр енче юлнă Тăван çĕршывшăн тата ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх тус-тантăшĕсемшĕн епле тунсăхланипе паллашрăмăр.

      Пирĕн тĕл-пулу каçĕ хăйне евĕр йĕркеленсе иртсе пычĕ. Малтанах пирĕн класс ертÿçи Людмила Валериановна Никитина Афганистан вăрçин çул-йĕрпе паллаштарчĕ тата «О солдатах необъявленной войны» мультимеди презентаци кăтартрĕ. Библиотека ертÿçи Вена Петровна Конузина хамăр ял тăрăхĕнчи интернационалист-салтаксем пирки каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн сăмах интернационалист-ветерансем илчĕç. Илья Иванович тата Владимир Васильевич тĕл пулăва пухăннă ачасене кăсăклине нумай каласа пачĕç. Туслă калаçура ĕнерхи салтаксем пирĕн шкул ачисене хăйсем салтакра ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксене те нумай кăтартрĕç.

      Ăчасем- уйрăмах арçын ачасем- питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç ветерансене. Çавăнпа пĕрлех ачасем нумай ыйтусене хускатрĕç те кашнин çинех тулли хуравсем илчĕç.

      Тĕл пулу пурне те килĕшрĕ. Ачасем 20-25 çул каялла хăйсем пекех асăннă шкулăн партисем хушшинче ларнă аслă юлташĕсемпе пĕрле тăрса асăнмалăх сăн ÿкерчĕк уукертернипе тĕл пулу вĕçленчĕ.

      Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн ватă асаттесем çĕнтернĕренпе 65 çул çитес умĕн вĕсен мăнукĕсем те çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлани пире те хамăр Тăван çĕршыва хытăрах юратмалли пирки асăрхаттарчĕ.

      Çапла тăвасчĕ те.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика