Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Темĕнле йывăр пулсан та чăтнă.

03 февраля 2010 г.

Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннисенчен пĕри – 1923 çулта Çатракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Валериан Игнатьевич Мартынов. Пирен хушăра паян çук ĕнтĕ вăл, 1996 çулта çĕре кĕнĕ.

     Унчченхи пурнăç йĕрки 7 ачаллă çемьере çитĕннĕскерĕн нимĕнпех те уйрăлса тăман. Шкул пĕтернĕ хыççăн- педрабфак, кайран- вăрçă. 1942 çулхи январьте çар ретне илеççĕ ăна. Пулеметчика вĕренсе тухнăскер Сталинграда хÿтĕлеме хутшăнать, аманать. Снаряд ванчĕкĕ унăн хăрах ÿпки витĕр тухать. 1943 çулхи майăн 26 мĕшĕнче инвалид пулса киле таврăнать. Хыççăн шкулта военрукра та, колхоз председателĕнче те, райпо тата хатĕрлев кантурĕн системинче те, ытти ĕçсенче те тăрăшать. Малалла вăл çырса хăварнă аса илÿсен сыпăкĕсене пичетлетпĕр :

 

      «… 1942 çулхи июль уйăхĕнче Сталинград фронтне ăсатрĕç. Фронта ăсатиччен пухса йĕркелемелли пункта- Перьм облаçĕнчи Теплая гора станцине çитерчĕç. Пирĕн часть 97-мĕш уйрăм стрелковăй бригада пулса тăчĕ. Сталингад патне сентябрь вĕçĕнче çитрĕмĕр.

      Эпир Сталинграда кăнтăр енчен Бекетовка текен вырăнта пĕтĕм октябрь уйăхĕпех хÿтĕлерĕмĕр.Ноябрь 3-мĕшĕнче çур çĕр иртни 1-2 сехетсече пулĕ пире окопсенчен тăратса наступление илсе кайрĕç. Пирĕн пулемет расчечĕн 3-мĕш стрелковăй взвода наступлени вăхăтĕнче сылтăм енчен хÿтĕлемелле пулса.

      Тул çутăлнă вăхăтра наступлени пынă чухне ман çумри иккĕмĕш номерлĕ пулеметчика-Елчĕк районĕнчи И.Е.Егорова нимĕç снайперĕ каска витĕрех тÿррĕн пуля лектернипе вĕлерчĕ. Эпĕ ун вырăнне патронсем илсе пырса паракан Никешкина (Мари Республикинчи Еласово ялĕнченччĕ) чĕнтĕм. Вăл та ман пата 3-4 метр шуса çитеймерĕ, тĕплĕн пытанса ларнă снайпер ăна та персе вĕлерчĕ.

     Эпĕ питĕ тинкерсе пăхрăм та пирĕнтен инçех те мар темĕнле хура тĕмескене асăрхарăм.Эпĕ пулемета çав тĕмеске çине тĕллесе пеме тытăнтăм. Çак нимĕçе е амантрăм, е вĕлертĕм пулас. Хыççăн снайпер урăх пеме пăрахрĕ.

      Эпĕ пулемет патĕнче пĕчченех выртса юлтăм. Нимĕç салтакĕсене пулеметран çунтаратăп. Часах тăшман снарячĕсем, минăсем ман пулемет тавра тăкăнма тытăнчĕç. Мина е мала, е каярах ÿкеть. Тĕрĕссипе ман тавра çĕр чĕтресе кăна тăрать.Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пĕр мина ман çывăхрах сулахай енче çурăлса кайрĕ. Ман çурăма мина ванчĕкĕсем лекрĕç. Çурăм питĕ хытă пĕçерсе кайрĕ.

      Санитарсене кăшкăратăп. Вĕсем пулемет патне пымаççĕ, вăл вырăнтан аяккарах шуса тухма ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен пулемет точки çинче пĕрмаях минăсем çурăлаççĕ. Анăн аманнă кĕлетке (мина ванчĕкĕ ÿпке витĕр тухса кайнă пулнă) хытса ларма тытăнчĕ. Вара аран-аран пĕтĕм вăя пухса пульăсем вĕçнине пăхмасăр чавса тата чĕркуççи çинче пулемет патĕнчен шуса тухрăм. Санитарсем сурана кăкăр тавра бинтпа çыхса ячĕç. Кунĕпех çак çырмара выртма тиврĕ. Манпа юнашар пирĕн взвод командирĕ Завязкин лейтенант, пуçран аманнăскер, кăшкăрса выртрĕ. Медсанчаçе пирекаç пулсан кăна илсе кайрĕç.

      Çĕрле Атăл урлă каçарнă хыççăн вăрçă хирĕнчи куçса çÿрекен госпитале, кайран вара Ленинск хулинчи малтан универмаг пулнă çуртра вырнаçтарнă госпитале лекрĕм. Кайран Çурçĕр Казахстан облаçне кĕрекен Уральск хулине куçарчĕç. Операци те турĕç. Çапла вара 1943 çулхи май уйăхĕнчченех тĕрлĕ госпитальсенче сывалма тиврĕ. Кайран вара инвалидноç парса комиссовать турĕç.»

    

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика