Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амӑшӗпе хӗрӗ

28 ноября 2009 г.

    Эпӗ пырса кӗнӗ чух тивӗҫлӗ канури Валентина Александровна Петрова тӑрӑшсах выльӑх-чӗрлӗх пуҫ-таратчӗ. «Кунӗ кӗске - час тӗттӗмленет. Кун ҫутипе усӑ курса ӗнисене те апат парса хупмалла, тынасене те ай сарӑм хурса памалла. Каҫ сӗмӗ хупличчен пурнӑҫла-малли ытти ӗҫсем те ҫук мар-ха. Ӗлкӗрес пулать. Ҫапла енте ял херарамен пурнаҫе. Юрать-ха хӗрӗм Оля пулӑшать. Халӗ вал яшка лартса ячӗ-ха», - пӳрт умнелле сӗт витри йӑтса утнӑ май калаҫрӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ мана малалла иртме сенсе.

Кашмашра пурӑнакан Ва­лентина Александровнапа Иван Петрович Петровсем -ялти тӑрӑшуллӑ ҫынсем. Хӑйсем ӗҫе юратнине кура ачисене те (ывӑлпа 3 хӗр) ӗҫе хӑнӑхтарса ҫитӗнтернӗ. Кӗҫӗннисӗр - Лена - пуҫне пурте ҫемьеллӗ ӗнтӗ, кашниех пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ.

Пурнӑҫ ҫулӗпе ашшӗ-амашӗн сӑмахӗсенчен иртмесӗр, Валя хӗр чухнех пелӳ ҫулӗ ҫине тӑнӑ: Шупашкарти ҫыхӑну техникумен малтанхи студенчӗсенчен пӗри вӑл.

-  Аттен тӑванӗсем почтӑра ӗҫлетчӗҫ те ҫыхӑну маншан ют пулман. Анчах кунта пурнӑҫламалли те чылаййи мана ҫак енпе вӗренме хистерӗ, - каласа парать Вален­тина Александровна.

-     Инҫетри Шӑмӑршӑран Муркаш районне епле ҫаклантӑр-ха? Направленипе ячӗҫ-и? - тӗпчетеп калаҫӑва малалла тӑсма ҫул шыраса.

-     1973 ҫулта алла диплом илтӗм те мана направленипе Шӑмӑршӑнах ячӗҫ. Анчах Шупашкарта вӗреннӗ чух паллашнӑ каччӑ ҫартан таврӑнчӗ те мана Кашмаша илсе килчӗ, - ӑшӑ кулӑпа пӑхса илчӗ Валентина Александ­ровна юлашки ҫулсенче чирпе аптӑракан мӑшӑрӗ ҫине. -1974 ҫулта пӗрлешрӗмӗр, хам специальноҫпе - техник-электромеханик - 33 ҫул Муркашри линипе техника цехӗнче вӑй хутӑм. Ҫак тапхӑрти районти телефон ҫыхӑнӑвӗн аталанӑвӗ иӑлтах куҫ умӗнче.

Паян амӑшӗн ӗҫ династине кӗҫӗн хӗрӗ Лена малалла тӑсма хатӗрленет. Вӑл паян ҫыхӑну техникумӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренет. Эсир паянхи сӑн ӳкерчӗкре Валенти­на Александровнана Ольга Крылова хӗрӗпе куратӑр. Оля та паян амӑшӗ. Вӗсем мӑшӑрӗпе Сергейпа Валерия хӗрне ӳстереҫҫӗ. Санкт-Петербургри инженерипе эконо­мика университечӗн Шупаш­карти филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ Оля паян районти тӗп больницӑн бухгалтерӗ.

- Тавах ҫӗршыв ертӳҫисе-не Амӑшӗсен кунне туса панӑшӑн. Ку вӑл Таван ҫӗршыв уявӗ те, мӗншӗн тесен эпир ҫӗршыва анне тесе чыслатпӑр, анне сӑмахпа ҫӗр ҫинчи чи ырӑ пулӑмсене танлаштаратпӑр, аннере хамӑрӑн малашлӑха пӑхса ҫӗнӗ тӗллевсемпе ӳсӗмсем куратпӑр, -терӗҫ чей ӗҫсе ларнӑ хушӑри калаҫӑва вӗҫлесе амӑшӗпе хӗрӗ, кукамӑшӗпе амӑшӗ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика