Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Библиотекӑна кӗнеке парнеле»

10 июня 2009 г.

Ырӑ ӗҫ туни, пӗр-пӗрне савӑнӑҫ парнелени - пархатарлӑ япала. Ун пек ҫын кӑмӑл-сипет енӗпе те пуян.

Библиотека ӗҫченӗсем пирки калас пулсан, вӗсем хӑйсем патне пыракансене кӑмӑллӑн кӗтсе илсе кирлӗ информаципе май пур таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта ҫамрӑксем те, ватти-вӗтти те ҫӳрени уйрӑмах кӑмӑллӑ.

Библиотека паян кун та ҫӗнӗ йышши техника хатӗрӗсемпе, тӗрлӗ литературапа пуянлансах пырать. Вырӑнта пурӑнакансем «Библиотекӑна кӗнеке парнеле» акцие те активлӑ хутшӑнчӗҫ. «ВИВАТ» общество ертӳҫи В.И. Иванов, детек­тива кӑмӑлланӑран, детективпа ҫыханнӑ романсене 78 кӗнеке парнелерӗ. Ҫавӑн пекех кӗнекесемпе туслӑ С.А. Ершова пенсионерка библиотекӑна чӑваш писателӗсен кӗнекисемпе пуянлатрӗ.

2-мӗш класра вӗренекен Павел Федоров библиотекӑна «Животный мир России» кӗнекепе пуянлатрӗ, ытти ачасем те ӑна вуласа пӗлччӗр терӗ. Ку кӗнеке вара ӳкерчӗксемпе те пуян. Кӗнеке юратакан ача чӑннипех ӑсла, черипе ырӑ пуласса шанас килет пирӗн, аслисен. Чӗререн пысӑк тав самахӗ вӗсене.

Шкул ачисем те хастар пулчӗҫ. Хӑйсем кӗнекесемпе туслӑ пулнине тивӗҫлипе кӑтартса пачӗҫ.

 


 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика