10 июня 2009 г.
Малтанхи канмалли кунсенче ял уявне Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи Ятман ялӗнче пурӑнакансем те уявларӗҫ. Питӗ интереслӗ те савӑнӑҫлӑ иртрӗ вӑл. Уяв никӗсӗнче - Ятман ялӗнчи клуб 50 ҫул тултарни.
Ял уявне Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю. Кожевников уҫрӗ, хӑнасемпе паллаштарчӗ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ятмансене паллӑ уявпа саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата культурӑпа архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ А. Андреева, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ П. Давыдов килсе ҫитнӗ. Вӗсен саламлӑ сӑмахӗсене ҫирӗплетсе Чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсем, Ҫатракассинчи вӑтам шкулӑн ҫамрӑк артисчӗсем, Кашмашри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑх ушкӑнӗ ял уявне савӑк сӑн кӗртрӗҫ.
Ҫакнашкал уяв спонсорсен пулӑшӑвӗсӗр пулмасть. Çавăнпа та ял уявне ҫӳллӗ шайра ирттерме пулӑшнӑшӑн ял ҫыннисем хӑйсен ентешӗсене А. Н. Иванова, С. П. Матвеева, А. К. Иванова, А. М. Максимова чунтан тав турӗҫ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"