Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ҫӗр ӗҫӗ савӑнӑҫ кӳчӗ кӑна

16 мая 2009 г.

Район е пӗр-пӗр хуҫалӑх сӑн-сӑпачӗ унта ӗҫлекен уйрӑм ҫынсен сӑнарӗсем урлӑ уҫӑмланать. Ҫакна пӗлсех ӗҫ ҫынна хисеп кӳрет тесе ачасене мӗн пӗчӗкрен ӑс пар­са, ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстеретпӗр. Вӗсен ӗҫри пӗрремӗш ӳсӗмӗсем ашшӗ-амӑшне, аслӑ ӑрури ҫынсене хӑйсен тӑрӑшулӑхӗ ҫухалманни пирки калаҫҫӗ. Ҫак ҫул ҫинче ӑру хыҫҫӑн ӑру пӗр-пӗр професси ҫулӗпе утни сахал-и тата районта? Чи маттур, пуҫаруллӑ ӗҫ династийӗсем вӑл е ку ӗҫӗн паянхи пурнӑҫне тата малашлӑхне ҫутатаҫҫӗ. Саванпа та ӗҫ династийӗсене пӗрле пухса правительство шайӗнче чысласси те юлашки ҫулсенче республикӑра ырӑ йӑлана кӗчӗ. Ҫак йӗркепе кӑҫалхи Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫ династийӗсен 7-мӗш слечӗ иртрӗ. Унта пухӑннӑ хӑйсем пӗрре суйланӑ професси ҫулӗпе утакан 35 йӑх хушшинче пирӗн районти Кашмаш ялӗнчи Любимовсен ҫӗр ӗҫ династйӗ те пулчӗ.

...Агния Романовнапа Сте­пан Яковлевич Любимовсем пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарса йӑх сӑпки йӗркеленӗ кил-ҫурт патне каҫ пулттипе ҫитрӗм пулин те, кунти тирпейлӗх куҫран пытанса юлаймарӗ. Кил хушшинче ӳсекен ҫӗр ҫулхи лӑсӑллӑ йывӑҫ та ман шухӑша ырланӑн каҫхи ҫил варкӑшӗпе ҫирӗппӗн калаҫса илчӗ. Пахчари шӑпчӑк вара Любимовсен тирпейлӗхӗ те ӗҫ юратӑвӗ пекех ӑруран ӑрӑва куҫни пирки юрӑ юрласа пӗлтерчӗ.

Агния Романовнапа шакал-шакал калаҫса пӳрте кӗретпӗр. Питӗ шел, анчах унӑн мӑшӑрӗ Степан Яковле­вич пирӗнтен 5 ҫул каялла ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Вӑл пуҫланӑ ӗҫ вара паян та пурӑнать, ял ҫыннисем те унӑн ячӗпе ӗҫне манмаҫҫӗ. Унӑн сӑмахӗсем манӑн асра та упранаҫҫӗ. «Ҫӗре аннӳне хисепленӗ пек хисеплемелле. Вара вӑл сана таранта­рать те, тумлантарать те, вӗрентсе ҫын ретне кӑларать», - тенӗччӗ вӑл 1996 ҫулхи ҫуркунне хӑйсен ылтӑн туйне паллӑ тунӑ май тӗл пулнӑ чух.

Кашмашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсанах Степан Яковлевич «Свобода» хуҫалӑх производствинче вӑй хума пуҫланӑ. Ял ҫыннисемпе пӗр рете тӑрса тырӑ акнӑ. вырнӑ, вӑрман касса хуҫалӑхӑн строительствине аталантарнӑ, платникре те сахал мар тар юхтарнӑ. 1962-1963 ҫулсенче вӑл ял строительстви валли пӗр ҫул вӗрентекен шкулта вӗреннӗ те «Ял строительствин маҫтӑрӗ» квалификацие илнӗ. 1973 ҫулта ял ху-ҫалӑх ӗҫченӗсен квалифика-цине ӳстерекен шкулта уй-хир бригадирӗсен програм-мине алла илнӗ. Кун хыҫҫӑн чылай хушӑ «Свобода» ху-ҫалӑхра уй-хир бригадине ертсе пынӑ. «Ҫтапан мучи килет», - тетчӗҫ пурнӑҫлакан ӗҫӗн пахалӑхӗ ҫине хайсем тӗллӗн пӑхса илсе бри­гада ӗҫченӗсем.

Ял хуҫалӑхӗнче малашлӑха кураканскер, 1946 ҫулта ялти почтальонкӑра, хыҫҫӑн ял Советӗнче секретарьте ӗҫленӗ Агния Романовнапа ҫемье ҫавӑрать. Шакал-ша­кал пурӑнса, ялта уй-хир ӗҫӗсенче ӗҫлесех виҫӗ пӳрт лартаҫҫӗ (виҫҫӗмӗшӗ, пал­лах, ытларах кӗҫӗн ывӑлӗпе кинӗтӑрӑшнипе).

- Ӗмӗрӗме колхозра ҫӗр ӗҫӗнче ӗҫлесе ирттернӗшӗн пӗртте кулянмастӑп. Ӗҫ вӑл -  пурнӑҫ илемӗ. Пирӗн тӑрӑшулӑха виҫӗ хӗрӗмӗрпе 5 ывӑлӑмӑр тивӗҫлипе хакларӗҫ. Нихӑшӗ те ӗҫрен сивӗнмерӗҫ, мӑнуксене те ӗҫе юратса ӳстерчӗҫ, - терӗ династи пирки сӑмах пуҫарсан. Ҫтапан мучи юнашар пулманнишӗн кулянса тутӑр вӗҫӗпе куҫҫульне шӑлса илсе Агния Романовна.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ӗҫре пиҫӗхнӗ хӗрарӑм, асаннепе кукамай тата кинеми Чӑваш Республикин Президенчӗпё Правительстви ӗҫ ҫыннисем ҫине тимлӗх уйӑрни пирки савӑнса каласа пачӗ. «Ҫӳлти пуҫлӑхсем шута хуни ӗҫлес туйӑма хавхалантарать. Ҫакна эпӗ хамӑн ачасемпе мӑнуксем калаҫнинчен аван курса тӑратӑп. Ҫапла пулсан ҫӗршыв ертӳ-ҫисем хӑйсен тата патшалӑхӑмӑр умне лартакан тӗллевсем пурнӑҫланасси пирки пирӗн - аслӑ ӑрурисен -  пӗр иккӗленӳ те ҫук. Слета хутшӑннӑ ушкӑнсем хуш­шинче ял хуҫалӑх производствин ӗҫченӗсем пуринчен нумаййӑн пулни мана савӑн-тарчӗ кӑна. Кашнинех ЧР Президенчӗн Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх парнесемпе тивӗҫтерни вара савӑнӑҫ куҫҫулӗ кӑларчӗ. Эпир парнешӗн ӗҫлемен-ҫке. Пирӗн хамӑрӑн пурнӑҫа йӗркелесе ачасене ура ҫине тӑратмалла пулнӑ. Эпир ҫавна ҫӗр ӗҫӗнче ӗҫлесе пурнӑҫларӑмӑр. Ку вара маншӑн пысӑк савӑнӑҫ», - савӑнӑҫ шевлине пытармасӑр шӑппӑн ка-лаҫрӗ Агния Романовна.

Сӑмахӑма вӗҫлесе династи стаже пирки. Кашмашри Любимовсем ӑратлӑ выльӑх ӗрчетекен «Свобода» кооператив-заводра пурӗ 564 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл шутран династи пуҫаруҫи Степан Яковле­вич - 46 ҫул, унӑн мӑшӑрӗ Агния Романовна - 56 ҫул.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика