08 мая 2009 г.
Иртнӗ вӑрҫӑ никама та ай-ккинче тӑратса хӑвармарӗ. Кашни ҫемьене тенӗ пекех тӳрленейми суран илсе килчӗ вӑл. Ҫав сурансем паян кун та хӑйсем ҫинчен систерсетӑраҫҫӗ. Миллион-шар ҫыннӑн пурнӑҫӗ вӑхӑт-сӑр татӑлчӗ, миллионшар хӗрарӑм хӑйсен мӑшӑрӗсе-не, ачисене юнлӑ вӑрҫӑ хир-ӗнче ҫухатрӗ.
Халӑх хуҫалӑхне те иртнӗ вӑрҫӑ калама ҫук пысӑк сӑ-тӑр кӳчӗ. Ялсемпе хуласем, ытти объектсем сахал мар ҫӗрпе танлашрӗҫ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӗсене ҫӗнӗрен ҫӗклемелле пулчӗ. Вӑрҫӑ хирӗнчен сывӑ таврӑнма пул-тарнисем, хӗрарӑмсемпе ачасем ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ҫине тӑрса ӗҫлени-пе кӑна вӑрҫӑ суранӗ-инкек-ӗсене тӳрлетсе пыма пул-тартӑмӑр.
Пирӗн Ҫатракасси ял тӑрӑ-хӗнчен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑна 689 ҫын тухса кайнӑ.
Вӗсенчен 342 ҫын каялла тӑ-ван киле, хӑйсен ҫемйисене таврӑнайман. Сывӑ таврӑн-ма пултарнисем те ҫулран-ҫул сахалрах та сахалрах. Хальлӗхе вӑрҫӑ ветеранӗ-сем 5-ӗн пурӑнаҫҫӗ.
Иртнӗ вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ май Ҫӗньял Хуракасси ялӗнче пурӑнакан Петр Степанов халӗ те хӑйӗн куҫҫуль-не пытараймасть. Хӑйӗнпе пӗрле вут-ҫулӑма кӗнисене, вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ юлташӗсене аса илме епле-ха ҫӑмӑл пултӑр?
Петр Степанов 1923 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче вӑл хӑйӗнпе пӗр вӑхӑтра ҫуралнисемпе ҫар ретне тӑнӑ. Малтанах 3 уйӑх хушши танкистсен кур-сӗнче вӗреннӗ. Кайран вара вӗсене техника ҫирӗплетсе парса вӑрҫӑ хирне - Мускав патне - ӑсатнӑ. Кунта вӗсем нимӗҫ ҫарӗсене тӗп хуламӑр патӗнчен хӑваласа ярас-сишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫусе-
не хутшанна.
Ҫавӑн чухнехи вӑхӑта аса илме пӗртте ҫӑмӑл мар. Ви-лӗмпе куҫа-куҫӑн тӑни пӗр хут кӑна пулман. Апла пулин те малашлӑха шаннӑ, Тӑван ҫӗршыва епле пулсан та нимӗҫ эшкерӗсенчен ҫӑлса хӑвармаллине ӑнланнӑ.
П. Степанов Мускав патӗн-чен тытӑнса Берлина ҫитиех ҫитме пултарнӑ. Аслӑ Ҫӗнте-рӗве те вӑл Берлин хулинче кӗтсе илнӗ. 1947 ҫулта вара тӑван яла таврӑннӑ, мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӗве кӑҫал 64-мӗш хут кӗтсе илме хатӗрле-нет вӑрҫӑ ветеране. Юлаш-ки ҫулсенче вӑрҫӑ ветеран-ӗсем тӗлӗшпе ҫӗршыв пра-вительстви пысӑктимлӗх уй-ӑрнӑшӑн тав сӑмахӗ калать вӑл.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"