Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллашма интереслӗ пулӗ

28 марта 2009 г.

Эпӗ чӑваш кӗнекисене вулама питӗ юрататӑп. Хама йы-вӑр чухне алла кӗнеке тытатӑп. Кӗнекери сӑнарсем мана йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче эпӗ СВ. Пав­лов ҫырнӑ «Авӑр» ятлӑ кӗнекене вуласа тухрӑм. Мана кӗне-кери Артем Кураевпа Ольга Усманова сӑнарӗсем таса чунлӑ пулнишӗн тата ӗмӗчӗсемшӗн, нимӗнле йывӑрлӑхран та хӑ-раманнишӗн килӗшрӗҫ. Пурнӑҫра йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшакансем те сахал мар. «Авӑр» кӗнекере Ольга Усма-новапа Артем Кураева йывӑрлӑхран тухма Лазарев, Плато­нов, Артем пиччӗшне Иван Антонович пулӑшаҫҫӗ. Мана тата кӗнекери пулас ҫамрӑк следователь Ишмуратов килӗшрӗ. Кураева милицине илсе пырсан, хӑйӗн таса чунӗпе Артем Кураева пиччӗшне тупма пулӑшать. Пур ҫамрӑк та ҫавӑн пек таса чунлӑ пулинччӗ.

Кӗнекере пӗтӗмпех пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫсем ҫин-чен ҫырса панӑ. Ҫавӑн пекех кӗнекере хура чунлӑ ҫынсене те сӑнарланӑ. Тӗслӗхрен, Уртем Наумов, Игнатьев, Яра-баев. Вӗсем пеккисене хӗрхенекен ҫынсем те сахал мар пурнӑҫра. Пӗтӗмӗшле илсен, кӗнеке питӗ килӗшрӗ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика