Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи пурнӑҫа сӑнланӑ

25 марта 2009 г.

Ял ҫыннин пушӑ вӑхӑт нумаях мар. Хӗлле ҫеҫ, уй-хирте ӗҫ шавӗ лӑплансан, вӑл хӑйне канлӗрех туять. Ҫавӑн чухне вара хӑшӗ чӑлха-нуски ҫыхать, тепри сенкер экран умне-рех ларма тӑрӑшать.

Ку ӗҫсене эпӗ те кӑмӑллатӑп. Унсӑр пуҫне лайӑх кӗнеке тупсан вуласа тухмасӑр чӑтаймастӑп. Ытларах чӑваш пи-сателӗсен произведенийӗсене кӑмӑллатӑп. Тивӗҫлӗ кану-ра пулсан та, пурнӑҫран юлас килмест. Кашмаш ялӗнчи биб-лиотекӑра вӑй хуракан О.А. Семенова пулӑшнипе чӑвашла тухакан ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма тӑрӑшатӑп.

Юлашки вӑхӑтра интереслӗ произведенисем сахал мар пулчӗҫ: С. Павловӑн «Авӑр», X. Агиверӑн «Пӑрлак», Ю. Скворцовӑн «Пурнӑҫ хумӗ», Г. Красновӑн «Хӗрлӗ тюльпан» т. ыт. те. Пуринчен те ытларах Сергей Павлов ҫырнӑ «Тан таппи» кӗнеке чуна пырса тиврӗ. Ҫак сборникри роман та, повесть те, калавсем те пурнӑҫра пулакан савӑнӑҫпа инке-ке сӑнласа параҫҫӗ. Урнов, Ахмет пек геройсем таса чунлӑ Наталие, Маринӑна, Маруҫе инкек патне илсе ҫитереҫҫӗ. Автор кашни вулаканӑн чунне тивме пултаракан произве­денисем ҫырма пултарать. Пултаруллӑ ҫыравҫӑна ӑнӑҫу су-нас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика