25 марта 2009 г.
Юлашки ҫулсенче унта та кунта тӗслӗх клубсемпе Культура ҫурчӗсем уҫӑлни пирки пӗлетпӗр. Пирӗн вара, Ҫатра-кассинче пурӑнакансен, ҫынсемшӗн савӑннипех чуна лӑп-лантарма тивет Хӑй*вӑхӑтӗнче ялти кивӗ Культура ҫуртне пӑснӑшӑн, ҫӗннине ҫӗклеме хал ҫитерейменшӗн ял ҫынни-сем те, яшсемпе хӗрсем те пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫулланнӑ кине-мейсемпе асатте-асаннесем, атте-аннесем концертсемпе спектакльсем хатӗрлесе ялсене тухса ҫӳрени халӗ асра кӑна.
Ҫатракассисем ҫапах алӑ усса ларма шутламаҫҫӗ. Кирек епле уява та пӗрле пухӑнса ҫавра сӗтел хушшинче чуна уҫса калаҫма ялти библиотекӑна ҫул тытаҫҫӗ. Кунта ӗҫле-кен В.П. Конузина вӗри чейпе, кукӑльсемпе хӑналаса яни сим пыл пекех пуриншӗн те. Ҫӗнӗ хаҫат-журналпа, кӗнеке-семпе паллашни мӗне тӑрать тата.
Ҫурхи пӗрремӗш уяв та - Хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ - ялти хӗрарӑмсене библиотекӑна пухрӗ. Уяв концерчӗ те, парнесем те, ялти ҫынсемпе тӗл пулни те, тӗнчери экономика кризисе кӗсьене тивсен те чуна тивменни тата ытти пирки те пулчӗ сӑмах савра сӗтел хушшинче.