21 марта 2009 г.
Хӗл вӗҫленсе пырать. Ҫурхи хӗвел ӑшшипе ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫур акине ха-тӗрленет. Иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ май тата ҫурхи уя тухиччен вӑхӑт пурри-пе усӑ курса ял хуҫалӑх производство ко-оперативӗсенче отчетпа суйлав пухӑвӗ-сем иртрӗҫ. Хӑйӗн пурнӑҫне ял хуҫалӑх-ӗпе явӑҫтарнӑ кашни ӗҫченшӗнех пӗлтерӗшлӗ вӗсем паян: мӗн ӗҫлӗпӗр ма-лашне, мӗнле аталанӑпӑр, хӑш ҫӗнӗлӗхе алӑка яри уҫса кӗртӗпӗр?
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кашмашсемпе Ҫатракассисем тата Йӳтӗркассисем хай-сен ҫулталӑкри Аслӑ пухӑвне пуҫта-рӑнчӗҫ. Вӑл Кашмашри Культура ҫуртӗн-че иртрӗ.
«Свобода» хуҫалӑх ӗҫченӗсем кун йӗркине 6 ыйту кӗртрӗҫ. Яланхиллех пу-хӑва ерсе пыма президиум суйларӗҫ. Пу-хӑва пӗрремӗш уй-хир бригадире А. Блинов ертсе пычӗ. Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтӑва - иртнӗ ҫулхи аталанӑвӑн ӳсӗмӗсем - пуҫличчен хуҫалӑх ертӳҫи К. Сретинский ӗмӗр тӑршшӗпе хуҫалӑхра вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва тухнисене Хисеп хучесемпе укҫан парнесем парса са-ламларӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва вӗсенчен тӗслӗх илме ыйтса каларӗ. Кун хыҫҫӑн Кронид Ефимович хуҫалӑхӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Пӗтӗмлетӳре хуҫа-лӑх ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курни, ӳсен-тӑран продукцийӗ туса илсе мӗнле тупӑш илни, уй-хир ӗҫӗнче мӗнле ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртни ҫинчен каласа пачӗ.
- Пирӗн пӗр тикӗс малалла аталанма условисем пур. Вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курса выльӑх-чӗрлӗх йышне сыхласа хӑварасчӗ, ҫу кунӗсенче вӗсем валли ытлӑ-ҫитлӗ апат хатӗрлесчӗ, мӗн пуррипе перекетлӗ усӑ ку-расчӗ. Ҫакнашкал аталану ҫулӗпе кайсан пуриншӗн те аван пулӗ, - терӗ К. Сретинский пухӑннисене кӑҫал та пӗлтӗрхинчен кая юлмасӑр ӗҫлеме чӗнсе каланӑ май.
Умра - ҫур аки. Ҫавӑнпа та уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑх-па пурнӑҫласси пирки те сӑмах пулчӗ ертӳҫӗ докладӗнче. Уйрӑммӑн илсен, сӗрмелли-ҫунтармалли материалсене пе-рекетлесси кашнине шухӑшлаттармалла. Ҫак ҫулпа кайсан кӑна хуҫалӑх рынок хутшӑнӑвӗсенче ҫухалса каймӗ, хӑйӗн ятне ҫухатмӗ.
Хуҫалӑх ертӳҫин отчетлӑ доклачӗ хыҫ-ҫӑн ревкомисси председателе А. Аниси-мова сӑмах илчӗ. Вӑл кашни ыйту ҫинчех тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Специалистсем вы-рӑнта пулни, вӗсем ҫӗнӗлӗхсем ҫине тивӗҫлӗ пӑхни хуҫалӑх экономикине хӑ-ватлӑрах аталанма пулӑшасси пирки ка-ларӗ. Тӗрлӗ парӑмсемпе вӑхӑтра татӑлас-си те хуҫалӑхра ҫивӗч тӑнине палӑртрӗ.
И. Алексеева экономист хуҫалӑхдн 2009 ҫулхи ӗҫпе финанс планӗпе паллаш-тарнине те пухӑннисем шыв сыпнӑ пек итлерӗҫ. Пурнӑҫламалли, паллах, нумай. Вӑл вара пӗр-ик ҫын тӑрӑшулӑхӗнчен кӑна килмест. Пурте производствӑпа финанс лавне пӗр ҫын пек кӳлӗнсен кӑна ҫӗнӗ ӳсӗмсене ҫӗнме пулӗ. Ҫак ҫул ҫинче кол-лективлӑ килӗшӗвӗн те тӳпи пур. Дна та пухӑннисем пӗр саслӑн ҫирӗплетсе хӑ-варчӗҫ.
Пуху хыҫҫӑн вырӑнти артистсем «Хусах
Ваҫҫа авланать» камит спектакль лартса
пачӗҫ.