11 июня 2008 г.
Чи лайăх вĕренекен.
Оринин шкулĕнче пуçласа «Чи лайăх вĕренекен» конкурс ирттерчĕç. Ăна попечительсен канашĕн ертÿçи В.И.Вязов йĕркелерĕ.
Çак ята тивĕçессишĕн шкулти пур ача та тăрăшрĕ. Вĕсем шкулта, районта, республикăра ирттернĕ тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене хутшăнчĕç.
Чи пултарулли те хастарри 8-мĕш класра вĕренекен Алена Алексеева пулчĕ. Вăл кĕçĕн классенчех «5» паалăсемпе кăна вĕренет, пур предмета та килĕштерет. Çапах та историе, биологие, чĕлхене тата литературăна ытларах кăмăллать.
Алена вĕренÿре тарăн пĕлÿ илме тăрăшнисĕр пуçне тĕрлĕ кружоксене кайма вăхăт тупать. Вăл волейбол, баскетбол секцийĕсене, тăван ен тата ÿнерçĕсен кружоксене çÿреме ÿркенсе тăмасть.
Шкул пурнăçĕнче чăннипех хастар хĕр ача. Хальхи вăхăтра Алена – шкул вице-президенчĕ тата 8-мĕш класс мэрĕ. Вăл шкул тата район чысне хÿтĕлесе тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче çакăн пек çитĕнÿсем турĕ:
- шкулти 7 олимпиадăра çĕнтерчĕ,
- районти «Музей тата ачасем» конкурсра – 1 вырăн,
- районти «Зарница» ăмăртăвĕнче «Сила и ловкость» номинацире – 1 вырăн, «Боевой листок» номинацире – 1 вырăн,
- республикăри биологи конкурсĕнче вăл ертсе пынă команда – 2 вырăн,
- И.Я.Яковлева халалласа ирттернĕ республика олимпиадинче – 2 вырăн,
- республикăри ăслăлăх конференцийĕнче – 2 вырăн,
- «Кенгуру» вăйăра районта – 1 вырăн, регионта – 4 вырăн,
- «Русский медвежонок» конкурсра районта – 2 вырăн, регионта – 8-10 вырăнсем,
- «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйăра Пĕтĕм Раççей шайĕнче – 1 вырăн.
Чăнах та, пирĕн Алена пур çĕре те ĕлкĕрет. Вăл ертсе пыракан 8-мĕш классем шкулта чи пултаруллисем, маттуррисем шутланса тăраççĕ. Алена тантăшсене пĕтĕçтерсе, хавхалантарса тăма пĕлет.
Çуллахи вăхăтра та унăн канăç çук. Вăл Оринин ялĕнчи ачасен пулăшу тата кану ушкăнне ертсе пырать. Вĕсем ватăсене пулăшма, яла тирпей-илем кĕртме манмаççĕ. Çав хушăрах концертсемпе ял халăхне савăнтараççĕ.
Çаксене пурне те шута илсе кăçалхи вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче ăна попечительсен канашĕ «Чи лайăх вĕренекен» ята пачĕ, хаклă парнепе тата грамотăпа чысларĕ. Алена ÿсĕмĕсемшĕш тантăшĕсем те, учительсем те, ашшĕ-амăшĕ те савăнаççĕ. Вăл малашне те çакăн пекех тăрăшуллă та пултаруллă пуласса çирĕп шанса тăраççĕ.
Т.Алексеева, директор çумĕ
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"