07 июня 2008 г.
Лагерьти пурнăç интереслĕ.
Пирĕн шкулта икĕ лагерь уçăлчĕ. Пĕри - ĕçпе кану лагерĕ, тепри – сывлăха çирĕплетмелли.
Ачасем вĕсене хаваспах çÿреççĕ. Мĕншĕн тесен унта интереслĕ, тĕрлĕ конкурссем, ăмăртусем иртереççĕ, тутлă çитереççĕ. Ачасем çĕнĕ юрăсем, ташăсем, вăйăсем вĕренеççĕ.
«Хĕвел» тата «Асамат кĕперĕ» лагерьсен ачисем футболла вылярĕç. Вăйă çав тери çивĕч иртрĕ. Пирĕнпе пĕрле лагерьте ĕçлекен А.Н. Иванова тата М.И.Колбасова воспитательсем те çак ăмăртăва хутшăнчĕç. «Асамат кĕперĕ» 4:0 шутпа çĕнтерчĕ.
О. Садовникова, Атапай шкулĕ
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"