07 июня 2008 г.
Пиллĕкмĕш ĕç чĕрĕкĕ пуçланчĕ.
Акă сисĕнмесĕрех тепĕр вĕренÿ çулĕ те вĕçленчĕ. Ачасемшĕн чи кĕтнĕ те савăнăçлă вăхăт çитрĕ.
Çуллахи каникула вĕсем усăллă ирттерме тăрăшаççĕ: кам лагере канма каять, кам килте ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшать, кам вара шкулти сывлăха çирĕплетмелли лагере çÿрет е кунти ĕçпе кану лагерĕсенче тăрăшать.
Орининти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни çулах тĕрлĕ лагерьсем ĕçлеççĕ. Кăçал та кунта 3 тĕрлĕ лагерь уçăлчĕ: сывлăха çирĕплетмелли «Хĕлхем», «Факел» ĕçпе кану лагерĕ тата спорт лагерĕ.
Лагерьсем июнĕн 2-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсене хаваслă лару-тăрура уçрĕç. Малтанах ачасене çуллахи каникул тата пиллĕкмĕш ĕç чĕрĕкĕ пуçланнă ятпа шкул директорĕ саламларĕ. Вăл çуллахи вăхăта усăллă ирттерме, сывлăха çирĕплетме сунчĕ.
Ачасен ĕç кунĕ ирхи линейкăран пуçланать. Унта вĕсем кун йĕркипе паллашаççĕ. Апатланнă хыççăн кашни лагерь планпа килĕшÿллĕн ĕçлеме пуçлать. Пĕрисем эмел курăкĕсем пуçтараççĕ, теприсем шкул участокĕнче вăй хураççĕ,виççĕмĕшсем тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Ĕçĕ вара пурин валли те çителĕклĕ: пахчара помидор лартмалла, йăрансене çумламалла, колхоз хирне кăшман çине тухмалла.
Килĕшет ачасене шкулти лагерьсенче, çавăнпа унта ачасем йышлăн çÿреççĕ. Лагерьсене вара çак воспитательсем ертсе пыраççĕ: Т.Н.Михайлова, И.Г.Скворцова, Е.А.Кольцова, Т.С.Горшкова, В.В.Калинина, А.В.Рожкова, Л.В.Родионова, С.И.Алексеев, Т.П.Алексеева.
Апла пулсан вĕсене те, ачасене те вăхăта усăллă та тухăçлă ирттерме ăнăçусем сунар!
Т.Михайлова, «Хĕлхем» лагерь ертÿçи
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"