Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану вырăнĕ кăна мар.

25 декабря 2007 г.

Кану вырăнĕ кăна мар.                       

 

Библиотекăпа усă куракансене информаципе тивĕçтересси библиоткăсен ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăн йышăнни  каламасăрах паллă. Обществăлла хутшăнусен ĕçĕн системинче библиоткăсем культурăпа тата çынсен канăвне йĕркелекен  учрежденисем вырăнĕнче кăна шутланмаççĕ. Халăха право, социаллă пурнăç тата вĕренÿ енĕпе пулăшакан центр та пулса тăраççĕ вĕсем. Çакна шута илсе пирĕн библиотека нумай тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттерет. Вĕçленекен çулталăкăн юлашки уйăхĕсенче эпир вулакансене ытларах право енчен пĕлÿ парассипе ĕçлерĕмĕр. Чи пĕлтерĕшлĕ мероприяти ачасемпе «Суйлав» ирттерни пулчĕ. Атапай шкулĕнче 6-9 классенче вĕренекен ачасем «Чечексен çĕршывĕн» президентне суйларĕç. Çак вăхăтра библиотекăра чăн-чăн суйлав кунĕ иртрĕ. Кандидатсемпе тĕл пулу пулчĕ. Кашни кндидат хăйĕн программипе тухса калаçрĕ. Библиотекарь ачасене бюллетеньсем валеçсе пачĕ те суйлав мĕнле йĕркепе ирттермеллине ăнлантарчĕ.

Çак тан мар кĕрешÿре 8-мĕш класра вĕренекен Андрей Быков çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Вăйă вĕçленес умĕн Атапай шкулĕнче истори предметне вĕрентекен Алевтина Семеновна Герасимова суйлав пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа ăнлантарчĕ. Мероприятине пĕтĕмлетнĕ май библиотекарь ачасене кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ.

Çак кунсенче эпир Раççей Конституцийĕн кунне уявларăмăр. Çак уява халалласа пирĕн библиотекăра «Конституции – тĕп саккун» ятлă кĕнеке выставки  ĕçлерĕ. Атапай шкулĕнче вĕренекен пур класри ачасем те çак выставкăпа паллашрĕç.

                                            Л. Максимова, Атапай тĕслĕх библиотекин ертÿçи.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика