Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкул аталанăвĕ.

01 сентября 2007 г.

Оринин шкулне вун пилĕк çул каялла питĕ çутă та хаваслă кун ЧГУ ректорĕ Л. П. Кураков, «Стройтрест» организаци директорĕ Э. А. Аблякимов, «За коммунизм» колхоз председателĕ В. И. Вязов тата 7-мĕш класра вĕренекен Наташа Сорокина уçнине ватти те, вĕтти те астăвать. Ял варринчи пĕр хутлă кивĕ çуртсем вырăнне çакăн пек илемли, капăрри ÿссе ларассине ĕненме те йывăр пулнă.

1990 çулта çак шкула тăвас текен закзчик «За коммунизм» колхоз пулнă. Колхоз ертÿçи Ю. А. Иванов, строитель инженерĕ Ю. Н. Шишокин пулнă. Шкул проектне учительсен коллективĕнче февраль уйăхĕнче пăхса тухнă. Çав пухура Чăваш Республикин Аслă Советăн депутачĕ Г. С. Горланов, подрядчик МСО «Моргаушское», субподрядчикĕ СПМК «Моргаушское» (ертÿçи В. М. Ферапонтов) пулнă. Шкул никĕсне хурсассăнах хăтлă çурт тăвассишĕн В. И. Вязов нумай вăй хунă тата шкул директорĕн В. Г. Ивановăн тÿпи те питĕ пысăк.

1992-1993 вĕренÿ çулĕ пулнă вăл. Пĕрремĕш класса  37 ача вĕренме килнĕ. Вĕсене вĕрентекенĕсем Н. Г. Андреева тата В. К. Сорокина пулнă. 4-мĕш класра Н. Р. Иванова вĕрентнĕ. 2003 çулта 11 çул çак çĕнĕ шкулта вĕренсе çак ачасем алла аттестатсем илнĕ. Çĕнĕ шкул ачасене вăй-хăват кÿрсе тăнă темелле.

Тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене хутшăнса шкул  чысне çÿле çĕкленĕ. Р. Ильдякова «Чăваш пики», А. Кочнов «Рыцарь года» конкурссенче 1 вырăн йышăннă.

15 çул хушшинче медале тивĕçнисем 5-ĕн вĕренсе тухрĕç: М. Муравьева, А. Кириллов, Е. Ершова, Н. Каликова, Н. Репина. Эпир вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр.

Нумай çитĕнÿсене тивĕçрĕç пирĕн шкулти учительсем. Ĕçлес, тăрăшас кăмăлĕ те вĕçĕ-хĕррисĕр вĕсен. Çак пархатарлă ĕçре В. Г. Иванов «РФ Пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», В. И. Алексеева – «Пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», Муркаш район пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕç, С. И. Алексеев Муркаш район пуçлăхĕн грантне илчĕ, Т. Н. Михайлова «2007 çулхи учитель» ята тивĕçрĕ.

Паянхи экономика условийĕсенче çитĕннисене те çăмăл мар пулсан, çамрăксене пушшех те йывăр. Çавăнпа та вĕренекенсене пурнăç условийĕсене кура тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме хатĕрлессине хамăрăн тĕп тĕллев тесе шутлатпăр. Ачасем ытларах пĕлесшĕн тăрăшччăр, право пĕлĕвĕсене алла илччĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр, чăн-чăн патриотсем пулса ÿсччĕр тесе тăрăшатпăр. Çакна валли шкулта пĕтĕмпех пур: спортзал, библиотека, акт залĕ, столовăй, мастерской, шкул автобусĕ, теплица.

Хальхи вăхăтра шкул хушма вĕрентÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Шкулта тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Паян шкулта пурĕ 11 класс. Çитес çулсенче  пĕрремĕш класа килекен ачасен йышĕ те пысăклансах пырать. Эппин, пуласлăхĕ пур Оринин шкулĕн.

 Т. Алексеева, директорăн

 воспитании ĕнĕпе ĕçлекен çумĕ

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика