Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерьте асра юлнă кун.

11 июля 2007 г.

Лагерьте асра юлнă кун.

 

         Июнĕн 5-мĕшĕнче Атапай шкулĕнче «Хĕвел» канупа сывлăх лагерĕ ĕçлеме пуçларĕ. Лагере ертсе пыма, пирĕнпе ĕçлеме Ольга Николаевна Петровапа Маргарита Влерьевна Иванована шанса пачĕç. Пире лагерьте канма, сывлăха çирĕплетме вĕсем пулăшрĕç: пирĕнпе тĕрлĕ вăйăсем, конкурсем, викторинăсем ирттерчĕç. Пирĕншĕн кашни кун интереслĕ иртрĕ.

         Уйрăмах июнĕн 27-мĕш кунĕ манăн асăмра юлчĕ. Вăл кун эпир, лагерьти ачасем, Шупашкар хулине канма кайма шут тытрăмăр. Малтанах хулана çитсен эпир тĕрлĕрен карусельсемпе ярăнтăмăр. Çав хушăрах унта шкул çумĕнчи лагерьсен фестивалĕн концертне куртăмăр. Кунпах пирĕн савăнăçлă кăмăл тулмарĕ, эпир Атăл хĕрне кайса унăн илемĕпе киленме шут тытрăмăр. Хамăр кану кунне «Сеспель» кинотеатрта вĕçлес терĕмĕр. Унта эпир «Лови волну» кино куртăмăр. Пире çак кун питĕ килĕшрĕ, яланлăхах асра юлчĕ.

                              Елена Колбасова. Атапай шкулĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика