Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атапайсем – иккĕмĕшсем.

18 апреля 2007 г.

Атапайсем – иккĕмĕшсем.

 

         Суркуннехи каникул  кунĕсенче районти учительсен  спартакиади иртрĕ. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул коллективĕсем хушшинче хĕрÿ ăмăрту пулчĕ. Вĕрентекенсем шашкăлла, шахматла, теннисла  тата волейболла выляссипе ăмăртрĕç. Пурĕ кунта 13 шкул команди хутшăнчĕ.

         Пĕтĕмĕшле пĕтĕмлетÿсем хыççăн çакă паллă пулчĕ. 1-мĕш вырăна Вăрманкасси шкул коллективĕ тухрĕ. 2-мĕш  вырăнта – Атапайсем, 3-мĕшĕнче – Шетмĕпуçсем.

         Атапайсем маттурри куçкĕретех пулчĕ. Мĕншĕн тесен нумай ăмăртура вĕсем малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

         Шкул командине ертсе пыраканĕ Ю.И.Ковалев пулчĕ. Вăл командăна çĕнтерÿсем тума хавхалантарса пычĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн шкул команди малти вырăнсенчен пĕрне йышăнма  пултарчĕ. Чăн та маттур иккен пирĕн шкулти вĕрентекенсем!

Е. Колбасова, Атапай шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика