Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тумĕпе те, чунĕпе те чиперрисем.

18 апреля 2007 г.

Тумĕпе те, чунĕпе те чиперрисем.

 

         Иртнĕ шăмат кун Шупашкарти Культура институчĕн  вĕрентÿ Татрĕнче «Чăваш пики – 2007» конкурса курма лăк тулли халăх пухăнчĕ. ЧР культура министерствипе Чăваш наци  конгресĕ Тăван халăхăн йăли-йĕркине анлă сарас  тата пултаруллă чăваш хĕрĕсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ çак уяв-хаклав  республикăра иккĕмĕш хут иртнĕ  май унта хутшăнакансен  йышĕ ÿсни те пикесене тата чипертерех, тăрăшуллăрах пулма хистерĕ.

         - Паян илем уявĕ кунта илем хуçаланать. Тĕнчере кун пек илемлĕ халăх урăх çук тесе мухтанар. Çак чиперккесене урăх халăха памасăр хамăрах качча илер, хамăрах ача çураттарар, - терĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ конкурса хаклакан жюри председателĕ Валентин Абрамов. – Сцена çинчи хĕрсене эпир кĕлетке илемĕ енчен мар, йăлана кĕнĕ 90-60-90 виçепе те мар, халăх килĕштерекен виçене – кăмăл, ăс, шухăш илемне тĕпе хурса  хаклăпăр.

         Çак çăмăлах мар ĕçре ăна сумлă çынсем – ЧР культура, национальноçсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Михаил Краснов, Чăваш академи драма театрĕн режиссерĕ Иван Иванов, «Уяв» ансамблĕн ертÿçи Зинаида Козлова, Людмила Нянина хореограф, тĕрĕ ăсти Татьяна Шаркова, чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров – пулăшрĕç.

         Конкрса хутшăннă 13 хĕрĕн чи  малтанах хăйĕнпе паллаштармалла пулчĕ. Кунта кашниех хăй ăçта çуралнине, мĕнле кăсăкланнине, кăмăл-туйăмне пĕлтерчĕ, хăшĕ-пĕри мухтавлă ентешĕсем пирки те аса илчĕ. Çак  вăхăтрах куракансен  умĕнчи пысăк экран çине конкурсантăн кулленхи  пурнăçне, тăван тавралăхне сăнлакан  ÿкерчĕксем тухрĕç. Пĕр-икĕ хĕр кăна кунашкал диска хатĕрлеменни сисĕнчĕ. Тата экран çинчи текст вырăсла пулни  те кăмăлăма хуçрĕ. Ку кăлтăк, ахăртнех, асамлă техникăри шрифта чăвашлатманнипе çыхăннă-тăр. Телее, хĕрсем хушăран «и, чтобы» йышши  сăмахсем перкелесе ярсан та чăвашла чĕвĕлтетме мансах кайман-ха.

         Каярахпа жюри членĕсем вĕсен пултарулăх номерне, чăваш тумне, наци апат-çимĕçне пахаларĕç, тăван халăх историйĕпе йăли-йĕркине пĕлнине те тĕрĕслерĕç...

         Чăн-чăн чăваш пики  - Муркаш районĕн Оринин шкулĕнче вĕренекен Наталья Каликова – пирки вара  уйрăм калаçу. Хĕвел пек çутă сăн-питлĕ, вăрăм çивĕтлĕ хĕре пĕрремĕш хут курсанах «акă вăл – чăн-чăн Нарспи» шухăш çуралчĕ. Юлташĕсем ăна яланах «5» паллăпа вĕреннĕшĕн, уçă сассипе хитре юрланăшăн, ташлама та, сăвă çырма та ăста  пулнăшăн, 17 çулти хĕр 46 хисеп хучĕ илме тивĕçнĕшĕн мухтасан та Натали сăпайлăхне çухатмарĕ. Ĕçченскер уяв кĕрекине вак шăрттанпа пуянлатрĕ. Тумĕ те, утти те çыпăçуллă унăн, хăйĕнчен 6 çул аслăраххисенчен те ăслăрах темелле. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ятарлă парнине тивĕçнĕскере  Раççей шайĕнчи «Чăваш пикинче» те çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика