Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш пики – Оринин хĕрĕ.

18 апреля 2007 г.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри иккĕмĕш «Чăваш пики» конкурс иртнĕ. Ăна ЧР Культура министерствипе Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ.

         Чи илемлĕ пике ята çĕнсе илессишĕн 16 – 22 çулсенчи чăвашла аван калаçакан вун виçĕ хĕрупраç ăмăртнă. Вĕсем хăйсемпе паллаштарнă, чăваш наци çи-пуçне кăтартнă, чăваш апачĕпе хăналанă тата кăткăс ыйтусене хуравланă. Кĕскен каласан, чи илемлĕ пике çеç мар, тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулнине те кăтартнă.

         «Чăваш пики» ята пирĕн районти Наталья Каликова тивĕçнĕ. Ăмăртакансем хушшинче Муркаш районĕнчи тепĕр пике те пулнă. Ирина Егорова «Ăс пике» ята çĕнсе илнĕ. Наталья Чăваш Республикин ятне май уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейре иртекен «Раççейри Чăваш пики» конкурсра хÿтĕлеме хатĕрленет.

         Ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика