Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртни сиенлĕ.

19 марта 2007 г.

 

«Этем 100 çулчченех пурăнма пултарать, - тенĕ И.П.Павлов академик. – Анчах эпир хамăра хамăр тытма пĕлменнипе, йĕркесĕр  пурăннипе, хамăр организма  типтерлĕ тытма пĕлменнипе çак  цифрăна нумай пĕчĕклететпĕр».
Пирус сиенĕ çинчен сахал мар калаçатпăр пулсан та, туртма пăрахаймастпăр-çке. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Мĕншĕн çынсем (арçынсем ытларах чухне) пирус туртма пуçлаççĕ? Мĕнле пăрахмалла-ши çак наркăмăша? Тата пăрахма  пулать-ши? Çакăн пек ыйтусене  хускатрĕç те ĕнтĕ Атапай шкул  ачисем. Вĕсем пирус сиенĕ çинчен  «Пирус туртнине хирĕç кĕрешни – сывлăхшăн кĕрешни» проект  çырса хатĕрлерĕç. Çак ыйту паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Пирус сиенне хирĕç медицина ĕçченĕсем çеç мар, пур халăх пĕрле пуçтарăнса кĕрешсен çеç  çĕнтерме пулать. Кунта учительсем те, воспитательсем те, шкул ачисем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, çамрăксем те хутшăнмалла.
Енчен те çемьере ашшĕ е амăшĕ пирус туртать пулсан, ăçтан-ха вĕсен тĕпренчĕкĕ, вĕсен ачи пирус ан турттăр. Аттесенчен вĕренетпĕр вĕт-ха ытларах чухне.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачин пуласлăхĕ, малашлăхĕ çинчен хальтерех шухăшласчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика